Сувар

Ящур кăна çитменччӗ тата

Иртнӗ эрнере Пушкăртстан Республикинчи Туймазă районӗнче ящур чирӗ палăрнине кура районта чрезвычайлă режим пуçланнине, темиçе яла карантина хупнине пӗлтернӗ. Экспертсем каланă тăрăх, çак чирпе выльăхсем Инçет Хӗвелтухăç регионӗсенче час-часах чирлеççӗ-ха, анчах çӗршывăн варринче мар. Ку чир Пушкăртстанра палăрни çумри регионсемшӗн хăрушлăх кăларса тăратать. Чăн та, кирлӗ мерăсене йышăннă-ха. Республикăна ящур...

Иртнӗ эрнере Пушкăртстан Республикинчи Туймазă районӗнче ящур чирӗ палăрнине кура районта чрезвычайлă режим пуçланнине, темиçе яла карантина хупнине пӗлтернӗ. Экспертсем каланă тăрăх, çак чирпе выльăхсем Инçет Хӗвелтухăç регионӗсенче час-часах чирлеççӗ-ха, анчах çӗршывăн варринче мар. Ку чир Пушкăртстанра палăрни çумри регионсемшӗн хăрушлăх кăларса тăратать. Чăн та, кирлӗ мерăсене йышăннă-ха.

Республикăна ящур чирӗ ан кӗтӗр тесе Тутарстан ветеринарӗсем Россельхознадзор специалисчӗсемпе пӗрле Пушкăртстан чиккинче, Ютаза районӗнчи Уруссу-Октябрьски çулăн виççӗмӗш çухрăмӗнче, Ик юханшывӗ урлă хывнă кӗпер урлă каçакан мӗнпур машинăна тӗрӗслесе ятарлă растворпа дезинфекцилеççӗ.

Пӗр талăкра кăна 1000 ытла машинăна тӗрӗсленӗ вӗсем, 25-шне вара каялла çавăрса яма тивнӗ. Вӗсенче аш-какай, сӗт-çу тата выльăх апачӗ пулнă иккен. Тен, ку апат-çимӗçсенче ящур чирӗ пулман та пуль, çавах та сыхланакана Турă сыхлать теççӗ-и-ха. Сăмах май, ящур çынна ермест, выльăх чирлерӗ-тӗк вара икӗ-виçӗ талăкранах вилет. Çавна кура çирӗп профилактика мери пулмаллах. Ятарлă тӗрӗслев ветеринари посчӗсем сахалтан та тепӗр икӗ эрне республика чиккисенче хуралта тăраççӗ-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: