Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ыран Хусанта съезд

Тутарстан халăхӗсен III съезчӗ ыран, апрелӗн 22-мӗшӗнче, пулать. Кăçалхи форум республикăри кашни муниципаллă районтан, наципе культура организацийӗсенчен пурӗ 730 делегата пӗрлештерӗ. Вӗсемсӗр пуçне хăнасен йышӗ те пысăк пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Съезд ӗçӗнче тӗп пусăм хальхинче те этнокультура аталанăвӗн актуаллă ыйтăвӗсем, граждан обществин институчӗсем патшалăх, вырăнти влаçсемпе пӗрле хутшăнса ӗçлесси çине...

Тутарстан халăхӗсен III съезчӗ ыран, апрелӗн 22-мӗшӗнче, пулать. Кăçалхи форум республикăри кашни муниципаллă районтан, наципе культура организацийӗсенчен пурӗ 730 делегата пӗрлештерӗ. Вӗсемсӗр пуçне хăнасен йышӗ те пысăк пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Съезд ӗçӗнче тӗп пусăм хальхинче те этнокультура аталанăвӗн актуаллă ыйтăвӗсем, граждан обществин институчӗсем патшалăх, вырăнти влаçсемпе пӗрле хутшăнса ӗçлесси çине пулӗ.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, халăх умне тӗп докладпа ТР Президенчӗ Рустам Нургалиевич Минниханов тухать, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗпе Фарид Мухаметшинпа ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев та саламлаççӗ. Яланхи йăлапа съезд пӗтӗмлетӗвӗсемпе резолюци йышăнӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев