Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ыран Кремль çемьесене пуçтарать

Çуллен Республика кунӗ умӗн ТР Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Ахатовнăпа пӗрле Хусан Кремлӗнче республикăн чи лайăх çемйисемпе тӗл пулать. Çак ырă йăлана кăçал та малалла тăсса ыран Хусан Кремлӗнче çемьесемпе тӗлпулу иртет. Сăмах май, пӗлтӗр республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 51 çемье (республика, хăйсен районӗсен аталанăвне пай кӗртнисем, нумай ачаллисем...

Çуллен Республика кунӗ умӗн ТР Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Ахатовнăпа пӗрле Хусан Кремлӗнче республикăн чи лайăх çемйисемпе тӗл пулать. Çак ырă йăлана кăçал та малалла тăсса ыран Хусан Кремлӗнче çемьесемпе тӗлпулу иртет. Сăмах май, пӗлтӗр республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 51 çемье (республика, хăйсен районӗсен аталанăвне пай кӗртнисем, нумай ачаллисем тата мăшăрпа вунă çултан кая мар пурăнакан тӗслӗхлӗ çемьесем) килнӗччӗ.

Мероприятие республикăри наципе культура автономисен хастарӗсем те хутшăнаççӗ. Вӗсем кашни хăйсен наци культурине кăтартаççӗ. Чăваш культурипе çемьесене кăçал Хусанти çамрăк юрăç Вера Кожеманова паллаштарать. Сăмах та çук, тӗлпулура тӗслӗхлӗ чăваш çемйисем те пулаççех, анчах хальхинче хăш районти чăвашсем килессине пӗлме хальлӗхе май килмерӗ-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев