Сувар

Ырă ӗç нумай çула

Теччӗри паллă меценат Николай Сергеев майăн 22-мӗшӗнче Хусанти чиркӳре ыркăмăллăх апатлантарăвне йăлт хăй шутӗнчен ирттерчӗ. Кам-тăр ыйтнипе мар, хăй кăмăлӗпе.

Теччӗре пурăнакан паллă меценат Николай Сергеев паян, çуллахи Микула уявӗнче, Хусанти Чистопольски урамӗнчи архиерей соборӗнче ыркăмăллăх апатланăвӗ ирттерчӗ. Чиркӳре ирхи кӗлӗ иртсен, храма килнӗ çынсенчен чылайăшӗ трапезнăйӗне пухăнчӗ. Унта ытларах аслă çулти, çителӗксӗр пурнăçпа пурăнакан нумай ачаллă çынсемччӗ.
Николай Николаевич чиркӳсем юсаса çӗнетес, çӗннисене тăвас ӗçре пысăк çитӗнӳ тунă çын. 2000-2006 çулсенче çак усламçă пулăшнипе Теччӗри Троицки соборăн тăррине витнӗ, чанӗсене улăштарнă тата ытти ӗçсене ирттернӗ. Ытти чиркӳсене тума та пулăшнă вăл. Пăва районӗнчи пӳркелсем те ăна чиркӳ хăпартма пулăшнăшăн тав тăваççӗ. Хусанти епархи те ыркăмăллăхçăн ӗçӗсене асăрхамасăр иртмен. Даниил Московский ячӗллӗ орден, Епархин таса Гурий ячӗллӗ медалӗ, «Чиркӳ умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» кăкăр палли парса чысланă хастар ентеше.
" />
– Эпӗ хам хӗлле çуралнă пулсан та, çуллахи Микула уявне питӗ хисеплетӗп, – терӗ пирӗн корреспондента Николай Николаевич. – 10 çул каялла май уйăхӗнче аттене пытартăмăр. Ăна асăнса тăвас терӗмӗр çак ырă ӗçе.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: