Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юбилей концерчӗ

«Хусан чăвашӗсем» вокалпа инструмент ансамблӗ куç умӗнче тӗвӗленсе çуралчӗ темелле. Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн студенчӗ Алексей Наумов «Сувар» хаçата пӗрремӗш хут килни халӗ те асра. Ун чухнех вăл чăваш эстрадине çӳллӗ шая çӗклесе аталантармалли пирки хавхаланса калаçнăччӗ. Çамрăк композитор тăван халăхăн юрă искусствишӗн чунтан пăшăрханни курăнчӗ. Çак ӗçе вăл...

«Хусан чăвашӗсем» вокалпа инструмент ансамблӗ куç умӗнче тӗвӗленсе çуралчӗ темелле. Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн студенчӗ Алексей Наумов «Сувар» хаçата пӗрремӗш хут килни халӗ те асра. Ун чухнех вăл чăваш эстрадине çӳллӗ шая çӗклесе аталантармалли пирки хавхаланса калаçнăччӗ. Çамрăк композитор тăван халăхăн юрă искусствишӗн чунтан пăшăрханни курăнчӗ. Çак ӗçе вăл ыттисене критиклесе мар, хăйӗнчен пуçлани вара чăннипех те мухтава тивӗç. Çулран-çул вăл хăй ăсталăхне туптарӗ, интереслӗ авторсем шырарӗ. Сисмерӗмӗр те çапла 15 çул та иртсе кайрӗ. Алексей Наумов тата вăл ертсе пыракан «Хусан чăвашӗсем» ушкăн кӗске хушăрах профессилле шая çӗкленчӗç.

Хăйсем 15 çул тултарнине ушкăн республикăра, ун тулашӗнче гастрольпе çӳресе паллă турӗ. Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Хусана та черет çитрӗ. Юбилей концерчӗ «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче иртрӗ. Халăх кӗтнӗ пекех йышлă пуçтарăнчӗ. Кунта «Хусан чăвашӗсен» тахçанхи юлташӗсенчен нумайăшне тӗл пулма тиврӗ, çавсен хушшинче Тутарстан районӗсенчен кăна мар, кӳршӗллӗ Чăваш Енпе Ульяновск облаçӗнчен килнисем те пурч­чӗ. Хисеплӗ хăнасем шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Тутарстан Республикинчи ЧНКА çӗнӗ председателӗ Дмитрий Самаренкин, Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА председателӗ Олег Мустаев, Тутарстанри халăхсен Ассамблейин ӗçтăвком председателӗ Николай Владимиров, Шупашкарти Тутарстан чăвашӗсен «Пăлхар» ентешлӗхӗн канашӗн председателӗн çумӗ Валерий Сандимиров, Чăваш телерадио­компанийӗн продюсерӗ Виктор Дмитриев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев, «Раççей Чăваш пики-2016» Ксения Романова пулчӗç. Асăннă хăнасем пурте «Хусан чăвашӗсене» юбилейпе саламласа нумай ырă сăмах каларӗç, хаклă парнесем пачӗç.
Алексей Наумов ертсе пыракан ушкăн вара куракансене çӗнӗрен те çӗнӗ юрăсемпе савăнтарчӗ, халăх кăмăлне кай­нă маларах çырнă юррисе­не те юрларӗ Алексей. Чӗрӗ кӗвӗпе чӗрӗ сасса, паллах, ни­мӗнпе те танлаштарма çук. Музыкантсем чăннипех те савăнтармаллипех савăнтарчӗç. Хур­лăхлă кӗвӗ-юрă­па куç­çуль кăлартăмăр, хаваслипе хавхалантăмăр. Рок жанрӗпе çырнă юрăсем вара çамрăксене хăпартлантарчӗç, унăн хăватлă энергетики этеме шалтан çуса тасатса вăй-хал кӳрет. Ак çапларах вăл «Хусан чăвашӗсен» хăватлă продукчӗ.
Ушкăнри Елена Корсаковăпа Олеся Шерникова та чăваш юррисене хитрен шăрантарчӗç. Аслăрах ăрурисем те, çамрăксем те вӗсене тахçанах чунтан юратаççӗ. Елена Корсаковăпа Анастасия Данилован актер пултарулăхне те хаклама пултартăмăр çак кун. Маттур, пултараççӗ. Нурлат хулинчен килнӗ «Эдванс» хӗрсен квартечӗ концерта пуянлатрӗ. Самай вăхăт сцена çине тухман Вера Семенова (Кожеманова) ушкăна таврăнни те питӗ савăнтарчӗ. Вера çав тери хăйевӗрлӗ, вăл юрлани мини спектакль пек, юрра вăл пурăнса ирттерет. Хăй те вăл пултарулăх шайӗпе тыткăнларӗ. Концертра вăл хаклă йышши духин шлейфӗ пек пулчӗ. Шел, вăл Алексей Наумовпа дуэтпа пӗр юрă çеç юрларӗ.
Музыкантсене асăнмасăр хă­варма çук. Концерт атмосфери вӗсенчен нумай килет. Сӗрме купăсçăна Ксения Дубайкинана, соло-гитариста Марсель Шамсутдинова, бас-гитариста Дамир Зиганшина, параппанçăна Фарид Мифтахутдинова, синтезаторпа вылякана Сирень Хасанова чăвашсем тахçанах хăйсен тесе йышăннă. Тӗрӗссипе, «Хусан чăвашӗсене» интернационал ушкăн теме пулать. Ку лайăх та. Çакă Тутарстанра халăхсем пӗр-пӗринпе туслă пурăннине, культурăсем ют пулманнине тепӗр хут çирӗп­летсе параççӗ. Браво, «Хусан чăвашӗсем»!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев