Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юрӗ, атя хуть вилме памаççӗ

(Ирина Трифонова) Пенсисен, пособисен, социаллă тӳлевсен калăпăшне мӗнпе танлаштарса, виçсе палăртаççӗ-ши пирӗн депутатсем? Вӗсемпе тӗл пулсан пуçра ялан çак ыйту çуралать. Шел, хуравлама юратмаççӗ меллӗ мар ыйтусене, çиелтен каласа иртсе каяççӗ е ытлашши «ăслă» калаçма пуçлаççӗ, ним ăнланма та çук. Хăйсене ытлашши хӗсӗрленӗ пек туйăнсан вара тӳрех депутата тӗкӗнме юраманнине...

(Ирина Трифонова) Пенсисен, пособисен, социаллă тӳлевсен калăпăшне мӗнпе танлаштарса, виçсе палăртаççӗ-ши пирӗн депутатсем? Вӗсемпе тӗл пулсан пуçра ялан çак ыйту çуралать. Шел, хуравлама юратмаççӗ меллӗ мар ыйтусене, çиелтен каласа иртсе каяççӗ е ытлашши «ăслă» калаçма пуçлаççӗ, ним ăнланма та çук. Хăйсене ытлашши хӗсӗрленӗ пек туйăнсан вара тӳрех депутата тӗкӗнме юраманнине аса илтереççӗ. Паян ТР Патшалăх Канашӗн 32-мӗш ларăвӗнче уйăхне 300 пин тенкӗ шалу илекен «халăх тарçисем» пенсионерсен 2018 çулти пурăнмалли минимумне палăртнă, вăл 8232 тенкӗпе танлашать. Çак кăтартăва Раççейре 2010 çултан пуçласа кашни регион хăй тӗллӗн палăртать. Пенси çумне хушса паракан федераллă социаллă тӳлеве РФ субъектӗнчи пенсионерсен пурăнмалли минимумне шутласа параççӗ. Вăл унран кая та, пӗр пус ытлашши те пулмалла мар. Пӗлтӗр РФ Ӗçпе социаллă хӳтлӗх министерстви пенсионерсен укçи «йăнăшпа» пурăнмалли минимумран иртсе кайнă тесе хыпса çуннине астăватăр-и? Тӳрех касма шутларӗç. Атту пуйса кайӗç те, санаторисем тăрăх, курортсене канма çӳреме пуçлӗç. Сывлăх çирӗпленет, çын нумайрах пурăнать, капла миçе çул ăна пенси тӳлесе пурăнмалла?

Паянхи куна республикăра федераллă социаллă тӳлеве 88542 пенсионер илет, ку пӗтӗмӗшле йышăн 7,8 проценчӗ. Пенси çумне хушнă тӳлевӗн вăтам калăпăшӗ 1614 тенкӗпе танлашать. Ăçта хумалла çак «пуянлăха»? Ларура сӳтсе явнă тăрăх, хальхи вăхăтра пенсионерсен 7029 тенкӗ чухлӗ пурăнмалли минимумӗ инфляципе танлаштарсан пысăкрах та (!) иккен-ха. Çав вăхăтрах пӗр вăтам шайри чиновник ресторанта апатланнă хыççăн официанта 7 пин тенкӗ «чаевой» хăварать. Хам курнă!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев