Сувар

Юр хӳсе лартрӗ, «Бурансăр» май çук

12 сехет хушшинче республикăра 10-15, Хусанта 22 миллиметр чухлӗ юр хӳсе лартнă. Хальхи вăхăтра кăнтăртан çеккунтра 25 метра яхăн хăвăртлăхпа çил вӗрет, çулсем çине 500 метртан нимӗн те курăнмасть. Республикăна циклон килесси маларах паллă пулчӗ, Тутарстан тӗп хулинче ӗнерех чрезвычайлă лару-тăру комиссийӗн экстреннăй ларăвне пуçтарса Хусанта «Буран» план пуçарнă. Аса...

12 сехет хушшинче республикăра 10-15, Хусанта 22 миллиметр чухлӗ юр хӳсе лартнă. Хальхи вăхăтра кăнтăртан çеккунтра 25 метра яхăн хăвăртлăхпа çил вӗрет, çулсем çине 500 метртан нимӗн те курăнмасть. Республикăна циклон килесси маларах паллă пулчӗ, Тутарстан тӗп хулинче ӗнерех чрезвычайлă лару-тăру комиссийӗн экстреннăй ларăвне пуçтарса Хусанта «Буран» план пуçарнă. Аса илтеретпӗр, вăйлă çил-тăмана пула самолетсем вӗçмеççӗ, пăр урлă каçмалли икӗ çула та хупма тивнӗ, хуласем хушшине çӳрекен автобуссене çула тухма чарнă, ачасем шкула тата садике каймасса та пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: