Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юристсем тӳлевсӗр йышăнаççӗ

Июнь уйăхӗн 30-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейри халăха тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ памалли кун. Пирӗн республикăра юристсем,адвокатсем, нотариуссем халăха РФ Президенчӗн Тутарстанри приемнăйӗнче, «Единая Россия» партин председателӗн Тутарстанри, ТР Обществăлла палатăн, «Единая Россия» партин Хусан районӗсенчи уйрăмӗсенче, Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗн Элмет, Пӗкӗлме пункчӗсенче - пӗтӗмпе 56 çӗрте кунӗпех йышăнаççӗ. Çак пунктсем Хусанта июнӗн...

Июнь уйăхӗн 30-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейри халăха тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ памалли кун. Пирӗн республикăра юристсем,адвокатсем, нотариуссем халăха РФ Президенчӗн Тутарстанри приемнăйӗнче, «Единая Россия» партин председателӗн Тутарстанри, ТР Обществăлла палатăн, «Единая Россия» партин Хусан районӗсенчи уйрăмӗсенче, Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗн Элмет, Пӗкӗлме пункчӗсенче - пӗтӗмпе 56 çӗрте кунӗпех йышăнаççӗ. Çак пунктсем Хусанта июнӗн 30-мӗшӗнче 09.00 - 17.00, республикăн ытти хулисемпе районӗсенче 08.00 - 16.00 сехетчен ӗçлеççӗ.

Хусанта çак адрессемпе пулăшу параççӗ:

1. РФ Президенчӗн Тутарстанри приемнăйӗ (Хусан, Кремль урамӗ, 12/20-мӗш çурт); тел. 221-80-36.

2. «Единая Россия» партин председателӗн регионти приемнăйӗ (Хусан, К. Маркс урамӗ, 31/7-мӗш çурт (10.00-17.00); тел.: 238-10-00.

3. ТР Обществăлла палата (Тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ паракан центр) (Хусан, Батурин урамӗ, 7-мӗш çурт, 1-мӗш хут, 136-мӗш кабинет); тел. 567-80-97.

4. «Единая Россия» партин Хусанти Авиастроительнăй районӗнчи уйрăмӗ (Дементьев урамӗ, 2-Б çурт, 106-мӗш офис); тел. 590-03-21.

5. «Единая Россия» партин Хусанти Вахитов районӗнчи уйрăмӗ (Хусан, Сылтăм Булак урамӗ, 48/1-мӗш çурт, 5-мӗш кабинет); тел. 292-11-27.

6. «Единая Россия» партин Хусанти Киров районӗнчи уйрăмӗ (Халтурин урамӗ, 16-мӗш çурт); тел. 554-18-48.

7. «Единая Россия» партин Мускав районӗнчи уйрăмӗ (Хусан, Восстани урамӗ, 34-мӗш çурт); тел. 557-28-11.

8. «Единая Россия» партин Хусанти Ново-Савиновски районӗнчи уйрăмӗ (Хусан, Четаев урамӗ, 50-мӗш çурт, 2-мӗш хут, 202-мӗш кабинет); тел. 523-12-71.

9. «Единая Россия» партин Хусанти Приволжски районӗнчи уйрăмӗ (Хусан, Ипподромная урамӗ, 17-мӗш çурт, 2-мӗш кабинет); тел. 277-81-30.

10. «Единая Россия» партин Советски районӗнчи уйрăмӗ (Хусан, Сибирски тракчӗ, 20-мӗш çурт); тел.273-98-47.

Партин районсенчи уйрăмӗсене вырăнти хаçатсенче пичетлеççӗ тата Раççей юрисчӗсен регионти уйрăмӗн alrf16.ru сайтӗнче пӗлме пулать. Ыйтса пӗлмелли тел. (843) 272-45-45.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев