Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юристсем валли

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанра тепӗр аслă шкул хута кайрӗ. РФ Генеральнăй прокуратурин академийӗн филиалне - Хусанти юридици институтне уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа РФ Генеральнăй прокурорăн пӗрремӗш çумӗ Александр Буксман хутшăнчӗç, пӗл­терет ТР Президенчӗн пресс-служби. Академин регионсенчи уйрăмӗсенчен Хусанти тăваттăмӗш пулать. Филиалсем Санкт-Петербургра, Иркутскра, Крым Рес­публикинче ӗçлеççӗ. Институтра 100 студент...

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанра тепӗр аслă шкул хута кайрӗ. РФ Генеральнăй прокуратурин академийӗн филиалне - Хусанти юридици институтне уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа РФ Генеральнăй прокурорăн пӗрремӗш çумӗ Александр Буксман хутшăнчӗç, пӗл­терет ТР Президенчӗн пресс-служби. Академин регионсенчи уйрăмӗсенчен Хусанти тăваттăмӗш пулать. Филиалсем Санкт-Петербургра, Иркутскра, Крым Рес­публикинче ӗçлеççӗ. Институтра 100 студент харăс вӗренме пултарать, пе­дагогсем - 12-ӗн.
Саламлă сăмахӗнче Александр Бук­с­ман Тутарстан ертӳçисене тав турӗ, ун сăмахӗсемпе, аслă шкул Рустам Мин­нихановăн пуçарăвӗпе уçăлнă. «Кунта вӗрентӳ процесне çӳллӗ шайра йӗркелеме мӗн кирли йăлтах пур. Урăх çӗртен вӗренме килекенсем валли хăтлă 32 номер, 25 вырăнлăх парковка хатӗр. Преподавательсен йыш­не те çирӗплетнӗ. Вӗсем пурте про­фессионалсем. Вӗсен тарăн пӗлӗвӗ вӗре­не­кенсене те кирлӗ шайра хатӗрлеме пу­лăшасса шанатăп», - терӗ Генеральнăй про­курорăн çумӗ.
Рустам Минниханов та хаклă хăнана тав туса тутарстансен пуçарăвне йышăннăшăн тав турӗ. «Хусанти юридици шкулӗн историйӗ 200 çул каялла пуçланнă. Пирӗн опыт пуян, йăласем çирӗп. Эсир шаннине тӳрре кăларма тăрăшăпăр», - терӗ республика ертӳçи.
Рустам Минниханов сăмахӗсемпе, çӗ­нӗ институтра паха вӗрентӳ процесне йӗр­келемелле, çӗршыва пысăк ква­лификациллӗ специалистсем кирлӗ. Закон йышăнасси те улшăнсах тăрать. Çавăнпа та Хусанта çӗнӗ вӗрентӳ заведенийӗ уçни, Президент шучӗпе, республикăшăн та, Раççей субъекчӗсемшӗн те усăллă пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев