Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юрлакан шăпчăк стипенди парать

Хусанта «Юрлакан шăпчăк çӗршывӗ» фестиваль 20-мӗш хут иртрӗ. Ăна ачасен пултарулăхне халалланă. Фестивале «Татнефть» ПАО çумӗнчи «Рухият» фонд ирттерет. 20 çул хушшинче «Шăпчăкра» 50 пине яхăн ача хутшăннă. Конкурса хутшăнса хула ачисен кăна мар, инçетри районсенчен килнӗ вӗренекенсен те, пысăк аудитори умне тухса пултарулăхне сарма май пур. Вӗсенчен хăшӗсем музыка...

Хусанта «Юрлакан шăпчăк çӗршывӗ» фестиваль 20-мӗш хут иртрӗ. Ăна ачасен пултарулăхне халалланă. Фестивале «Татнефть» ПАО çумӗнчи «Рухият» фонд ирттерет. 20 çул хушшинче «Шăпчăкра» 50 пине яхăн ача хутшăннă. Конкурса хутшăнса хула ачисен кăна мар, инçетри районсенчен килнӗ вӗренекенсен те, пысăк аудитори умне тухса пултарулăхне сарма май пур. Вӗсенчен хăшӗсем музыка пӗлӗвӗ илнӗ, професионаллă артист пулса тăнисем те сахал мар. Фестиваль программинче вокал ансамблӗсем, оркестрсем, уйрăм юрлакансем тата ташлакансем пултарулăхне кăтартаççӗ. Фестивалӗн 2017 çулхи юрлас енӗпе Гран-прине Заинскри «Азаль» вокалпа хореографи ансамблӗ çӗнсе илнӗ, ташлас енӗпе конкурс Гран-прине Элметри политехника техникумӗн «Мириданс» ансамблӗ илме тивӗçнӗ.

Çак фестивальте çӗнтерсе хăйсен пурнăçне искусствопа çыхăнтаракансене «Юрлакан шăпчăк çӗршывӗн» стипендине параççӗ. 2011 çултанпа унпа аслă тата ятарлă вăтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсен 10 студентне тивӗçтереççӗ.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев