Сувар

Юрласа çирӗплетер туслăха

Тутарстан халăхсен Ассамблеин Председателӗн çумӗн, Ӗçтăвком ертӳçин Николай Владимировăн сăмахӗсемпе, çак пысăк организацин пуянлăхӗсенчен пӗри вăл - «Жемчужинки» нумай нациллӗ вокал ансамблӗ. 173 тӗрлӗ халăх пурăнакан республикăра вӗсем туслăха çирӗплетессипе çав тери пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Кун пирки вăл апрелӗн 5-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ ансамблӗн юбилейлă концертӗнче каларӗ. -...

Тутарстан халăхсен Ассамблеин Председателӗн çумӗн, Ӗçтăвком ертӳçин Николай Владимировăн сăмахӗсемпе, çак пысăк организацин пуянлăхӗсенчен пӗри вăл - «Жемчужинки» нумай нациллӗ вокал ансамблӗ. 173 тӗрлӗ халăх пурăнакан республикăра вӗсем туслăха çирӗплетессипе çав тери пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Кун пирки вăл апрелӗн 5-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ ансамблӗн юбилейлă концертӗнче каларӗ.

- Астăватăп, пилӗк çул каялла вӗсем пӗчӗкçеç хӗр пӗрчисемччӗ, халӗ маттур пикесем пулса тăчӗç. Кӗçех вӗсем шкул пӗтерсе республикăн, çӗршывăн е тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланса пӗтӗç. Анчах ăçта пулсан та кунта ăша хывнине вӗсем манмӗç. Хуть ăçта вӗренме е ӗçлеме тытăнсан та Тутарстанри тӗслӗхпе нумай нациллӗ ансамбльсем йӗркелесе ярасса çирӗп шанса тăратăп, - терӗ Николай Михайлович юбилярсене саламласа. Çакăн хыççăн ТР халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи ансамбльти кашни хӗр ачана Хисеп хучӗпе наградăларӗ, асăнмалăх парне пачӗ.

Реклама

«Жемчужинки» нумай нациллӗ ансамбле тӗрлӗ халăх ачисем çӳреççӗ. Коллектив аслă, вăтам класрисен тата шкул çулне çитменнисен ушкăнӗсенчен тă­рать. Чăвашсем шучӗпе республикăри виççӗмӗш халăх пулнă май, аслисен ушкăнӗнче пирӗн халăха кăтартакан та пур, анчах хăй вăл чăваш мар. Нумай пулмасть çак тӗрӗсмарлăха тӳрлетрӗç. Паллах ӗнтӗ, кунта чи малтан хамăрăн тăрăшмалла, Хусанти вырсарни шкулне чăваш ачисене явăçтармалла. Паян вара чăннипех савăнмалли пур. Февралӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа «Жемчужинкин» кӗçӗннисен ушкăнне пилӗк çулти София Чаркина çӳреме пуçларӗ. Çак пӗчӗк хӗр пӗрчи пысăк мероприятие хутшăнса Тутарстанри чăвашсен ятне тивӗçлӗн хӳтӗлерӗ. Коллективра вокал енӗпе икӗ уйăх кăна хатӗрленет пулсан та лайăх шая çитнӗ, пултарулăх пур. Сасси ăçтан тухать-тӗр, унран янравлăрах юрлаканни çак кун пулмарӗ.

«Жемчужинки» нумай нациллӗ ансамбле Пушкăртстан Республикин культура тава ти­вӗçлӗ ӗçченӗ, эстрадăпа фольклор жанрӗсен регионсен, халăхсен хушшинчи вокал конкурсӗсен лауреачӗ Фаниля Хабирова йӗркеленӗ (2012 çул, сентябрь). Раççейпе ют çӗршывсен сценисем çинче опыт пухнă педагог вӗренекенӗсене хăй мӗн пӗлнине йăлт пама тăрăшать. Республикăра иртекен чи анлă фестивальсемпе конкурссенчен пӗринчен те юлмаççӗ вӗсем. Ансамбль юрлакан юрăсене Фаниля Хабирова нумайăшне хăйех кӗвӗленӗ. Хусанпа туслăх çинчен çырнă юррине Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн гимнӗ пулса тăнă теме пулать.

Юбилейлă концерта вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗн ачисем активлă хутшăнчӗç, çав шутра чăвашсем те. Ансамбле саламлама килекенсен шутӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили, Турци Республикин Хусанти вице-консулӗ Нуреттин Кай тата ыттисем пулчӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: