Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Йытă-кушак валли приют

Килсӗр йытă-кушака курсан шеллесе илетпӗр те малалла хамăр çулпа утатпăр. Шел, пиртен сахалăшӗ вӗсене пулăшас тесе мӗн-тӗр тăвать. Хытăрах чӗреллисем кӳрентерме те пăхаççӗ. Килсӗрскерсен пурнăçӗ хаяр, хӗллехи сивӗсене те, кӗркунне-çуркуннехи йӗпе-сапана та чăтса ирттерме тивет. Этем чунсăрлăхне хаярлăхпа тавăрни те пулкалать. Тӗрӗсех, килсӗр йытăсем ытлашши ӗрчесе кайни обществăшăн чăнах та...

Килсӗр йытă-кушака курсан шеллесе илетпӗр те малалла хамăр çулпа утатпăр. Шел, пиртен сахалăшӗ вӗсене пулăшас тесе мӗн-тӗр тăвать. Хытăрах чӗреллисем кӳрентерме те пăхаççӗ. Килсӗрскерсен пурнăçӗ хаяр, хӗллехи сивӗсене те, кӗркунне-çуркуннехи йӗпе-сапана та чăтса ирттерме тивет. Этем чунсăрлăхне хаярлăхпа тавăрни те пулкалать. Тӗрӗсех, килсӗр йытăсем ытлашши ӗрчесе кайни обществăшăн чăнах та инкеклӗ пулма пултарать. Çавăнпа проблемăна пӗр енлӗн пăхма çук, йытăсене пени те ырă меслет мар. Телее, çак проблемăпа та ӗçлекенсем пур.

Çывăх вăхăтра Çӳлту районӗнче килсӗр йытă-кушак валли приют уçă­лать. Ăна Hundehilfe Russland нимӗç фончӗ панă укçапа тăваççӗ. Кун пирки журналистсене «Раççей йыттисене пулăшу» нимӗç фончӗн учредителӗ Наталья Грачева пӗлтерчӗ.
Тутарстана Наталья «Мӗнле майпа урамсене килсӗр чӗрчунсенчен тасатмалла. Германин ăнăçлă, ырă меслечӗ» çавра сӗтел ӗçне хутшăнас тӗллевпе килнӗ. Ентешӗмӗр вунă çул каяллах Германире ыркăмăллăх фондне йӗркелесе янă. Фонд укçипе Раççейри килсӗр чӗрчунсене тӗрлӗ пулăшу панă. Коммерцилле мар организацин паянхи кун пилӗк филиалӗ ӗçлет: Владикавказра, Липецкра, Выборгра, Санкт-Петербургра, Хусанта.
«Тутарстанпа нумай çул ӗçлетпӗр ӗнтӗ. Çулталăкне 400 яхăн килсӗр чӗрчуна Европăри çӗршывсен çемйи­сене вырнаçтаратпăр. Иртнӗ çул республикăра çӗр пайӗ туянтăмăр. Кунта приют тăвасси пирки тахçанах шухăш пурччӗ. Тинех çӗр пайне законпа йӗркелесе строительство фирмипе килӗшӳ турăмăр. Тепӗр эрнерен строительство ӗçӗсем пуçланаççӗ», - пӗлтерчӗ фонд учредителӗ.
Наталья каланă тăрăх, учреждени вольерӗсенче 100-е яхăн йытă вырнаçтараççӗ. Çурасемпе инвалид-йытăсем валли уйрăм пӳлӗмсем пулаççӗ. Килсӗр кушаксем валли те çурт, гаранти станцийӗ пулать, унсăр пуçне чӗрчунсене сиплеме тата стерилизацилеме клиника уçăлать.
«Пирӗн тӗллев май килнӗ таран ытларах йытă-кушак пуçтарса вӗсене хупса усрасси мар. Пирӗн задача килсӗр чӗрчунсене стерилизацилесе вӗсене çын обществинче пурăнма вӗрентесси. Çавна май чӗрчунсене воспитани парассипе шкул ӗçлеме тытăнать. Эпир приютри йытă-кушаксене ытларах çемьесене вырнаçтарма тăрăшатпăр. Пирӗн тӗллев - вӗсен хăрушсăрлăхӗ», - пӗлтерчӗ Наталья Грачева.
Раççей урамӗсене илес пулсан, паянхи кун унта 1,5 миллиона яхăн килсӗр йытă пурăнать. Фонд тăрăшнипе пирӗн республикăра паян 100 ытла чӗрчун вăхăтлăх усравра тăраççӗ. Вӗсем пурте хăйсен чăн хуçисене кӗтеççӗ. Наталья сăмахӗсемпе, приюта чӗрчунсене малашне зоохӳтӗлевçӗсем илсе килӗç.
Учрежденин пӗрремӗш тапхăрти строительстви 120 пин европа танлашать. Патшалăх унта пӗр пус парса та хутшăнмасть. Пӗрремӗш тап­хăр строительствине октябрь уйăхӗ вӗçлениччен туса пӗтересшӗн.
Хусанти «Помоги дворняге» обществăлла ыркăмăллăх фончӗн представителӗ Лия Сунгатова пӗлтернӗ тăрăх, приют валли уйăрнă çӗр пайӗ çынсем пурăнакан вырăнтан инçет­ре вырнаçать. Апла пулсан, йытă вӗрнӗ сасăсем никама та тарăхтармӗç. Столбищери тата Ешӗлвар районне кӗрекен Айша ялӗнче те килсӗр чӗрчунсем валли приютсем пур, ял халăхӗ çакăнпа кăмăлсăр иккен. Вӗсене йытăсем пӗр вӗçсӗр вӗрни лайăх пурăнма кансӗрлет имӗш. «Патшалăх йӗркеленӗ приютсем республикăра çук, вӗсене пурне те ыркăмăллăхçăсен пуçарăвӗпе уçнă», - терӗ Лия Сунгатова.
Мӗнех, питӗ лайăх ӗç пуçарнă фонд йӗркелӳçисем. Этем çӗр çине хуçа пулса килнӗ-тӗк, апла яваплăх та шутсăр пысăк пулмалла, хăйшӗн те, çутçанталăкшăн та, чӗрчунсемшӗн те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев