Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

ЗАГС ӗçлемест. Футбол.

Çитес çул пуçламăшӗнче пӗрлешсе çемье çавăрма шутланă çамрăксен «Казан» çемье центрӗнче çырăнасси пирки манма тивет. Мӗншӗн тесен январӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа март уйăхӗн вӗçӗччен çак ЗАГСа хупаççӗ. Сăлтавӗ - Футболăн тӗнче чемпионатне хатӗрленни. ТР Президенчӗн пулăшуçи, «Парксемпе скверсем» программăн кураторӗ Наталия Фишман пӗлтернӗ тăрăх, чемпионат вăхăтӗнче «Казан» çемье центрӗ умӗ болельщиксен...

Çитес çул пуçламăшӗнче пӗрлешсе çемье çавăрма шутланă çамрăксен «Казан» çемье центрӗнче çырăнасси пирки манма тивет. Мӗншӗн тесен январӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа март уйăхӗн вӗçӗччен çак ЗАГСа хупаççӗ. Сăлтавӗ - Футболăн тӗнче чемпионатне хатӗрленни.

ТР Президенчӗн пулăшуçи, «Парксемпе скверсем» программăн кураторӗ Наталия Фишман пӗлтернӗ тăрăх, чемпионат вăхăтӗнче «Казан» çемье центрӗ умӗ болельщиксен фестивалӗн тӳремне тата ăмăртусен фан-зонине çаврăнать. Унта матчсен трансляцийӗсене кăтартма пысăк экрансем вырнаçтараççӗ тата болельщиксем валли тӗрлӗ кану мероприятийӗсем ирттереççӗ. Хатӗрленӳ ӗçӗсем пуçланнипе ЗАГСăн парковкине хупнă та ӗнтӗ. Кăшт тăрсан «Чаша» патне каякан çулсем те машинăсем валли хупăнӗç. Шăпах хăрушсăрлăх мерисене пула ЗАГС вăхăтлăха çырăнтару церемонийӗсене ирттермест. (Ильнар Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев