Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Закон умӗнче пурте пӗр тан

Ку çулта Тутарстана патшалăхăн виçӗ федераллă программине кӗртмен: парксене тирпей-илем кӗртессипе, муниципаллă театрсене пулăшассипе, хуласенчи кил карти площадкисене йӗркене кӗртессипе. Патшалăх Думине Тутарстанран суйланнă депутатсем çакăнпа питӗ те кăмăлсăр иккен. Вӗсен шучӗпе, донор регионсене программăна кӗртменни тӗрӗс мар, ку енӗпе вӗсем хăйсен вăй-халӗпех ыттисенчен таçта мала иртсе кайнă пулсан та....

Ку çулта Тутарстана патшалăхăн виçӗ федераллă программине кӗртмен: парксене тирпей-илем кӗртессипе, муниципаллă театрсене пулăшассипе, хуласенчи кил карти площадкисене йӗркене кӗртессипе. Патшалăх Думине Тутарстанран суйланнă депутатсем çакăнпа питӗ те кăмăлсăр иккен. Вӗсен шучӗпе, донор регионсене программăна кӗртменни тӗрӗс мар, ку енӗпе вӗсем хăйсен вăй-халӗпех ыттисенчен таçта мала иртсе кайнă пулсан та. Раççейпе илсен, пӗтӗмпе çак программăсен айккинче 16 регион юлнă. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов пӗлтерчӗ.

«Эпир тем пек тăрăшсан та «Единая Россия» пуçарăвӗпе йышăннă виçӗ программăна кӗреймерӗмӗр. Ыттисене вара Тутарстан питӗ те активлă хутшăнать. Паллах, эпир кунпа килӗшместпӗр. Çакна ку çула кăна йышăннине шанас килет», - терӗ Ильдар Гильмутдинов.
Депутат сăмахӗсемпе, кăçал çӗнӗ шкулсем тăвассине пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çак тӗллевпе 25 миллиард тенке 57 регион хушшинче пайлаççӗ. «Ку пирӗншӗн питӗ те актуаллă тема. Хусанта, Çырчаллинче ачасем икӗ сменăпа вӗренеççӗ. 2017 çулта республикăра виçӗ çӗнӗ шкул тума палăртнă: Хусанта, Çырчаллинче, Çӳлту район центрӗнче. Республика строительство ӗçӗсене пурнăçлӗ, федераллă центр - пулăшӗ. Укçине сахалрах уйăраççӗ, эпир нумайрах кӗтнӗччӗ», - тарăхнине пытармасăр каларӗ депутат.
Пӗтӗмпе Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думи постановленипе 131 закон проектне приоритетлисен шутне кӗртнӗ. Пӗрремӗш вулавранах йышăннисен шутӗнче автомобильпе шухă çӳрекенсене административлă явап тыттарса 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересси, ятарлă экономика зонисем çинчен калани. Машинапа мӗнле çӳрени шух пулнине РФ Правительствин 2016 çулхи майăн 30-мӗшӗнче йышăннă постановленийӗнче вуласа пӗлме пулать (477№). Депутат каланă тăрăх, иккӗмӗш вулавра штраф тӳлеттерессине çивӗчлетме те пултараççӗ. Турципе Раççейӗн «Турецкий поток» газ пăрăхӗсен проекчӗпе тунă килӗшӗве те Патшалăх Думи çирӗплетнӗ. Тепӗр законпа килӗшӳллӗн, малашне Счетнăй палата патшалăх корпорацийӗсенче, муниципалитетсенче бюджет укçине мӗнле тӗллевпе тăкакланине тӗрӗслеме пултарать.
Коррупципе кӗрешесси те малаллах пырать. Шел пулин те, вӗсен эффективлăхне туймастпăр тесен те юрать. Коррупци тымарӗсем çирӗп те тарăн, вӗсене пӗтерес тесен закон проекчӗсем йышăнни кăна çителӗксӗр, чи малтан граждансен ăна йышăнма пултарайман кăмăл тата закон умӗнчи явап­лăха туйни пулмалла. Регион ертӳçисене патшалăх тата муниципаллă служащисен тупăшӗсене тӗрӗслеме ирӗк паракан закона та пӗрремӗш вулаврах йышăннă.
Ильдар Гильмутдинов сăма­хӗсемпе, промышленность хă­рушсăрлăхӗпе, чӗрчунсемпе лайăх пулассипе çыхăннă закон проекчӗсем те хатӗрленӗ. Планра пулă тытма юратакансем пирки калакан закон пур, ăна иккӗмӗш вулав валли хатӗрлеççӗ. Закона пăхăнмасăр лотерейăпа азартлă вăйăсем йӗркеленӗшӗн явап тыттарассине те çивӗчлетме шутланă, закон проекчӗ хатӗр темелле.
Ятарлă экономика зонисем çинчен калас пулсан, ку енӗпе закон проектне Тутарстан де­путачӗсенчен нумай тӳрле­тӳсем кӗртнӗ. Паллах ӗнтӗ, вӗ­сем республика интересӗсене хӳтӗлеççӗ. Наукăпа вӗрентӳ организацийӗсемшӗн те лайăх хыпар пур. Патшалăх Думин депутачӗсем вӗсене культура еткерӗн объекчӗсемпе тӳлевсӗр усă курма май парасшăн.
Юлашки вăхăтра спорт мероприятийӗсенче йӗркене пăснисем тӗл пулкаланипе-ши, футбол фаначӗсем çапăçнине кăна аса илер, депутатсем кунта та йӗркене хытарма шутланă.
Уйрăммăн пăхса тухсан, кашни закон проекчӗ кирлӗ, анчах вӗсем пурте пиçсе çитнӗ теме çук. Хăш-пӗринпе депутатсем обществăлла шухăша пач та пӗлменни курăнать. Ку ӗнтӗ вӗсем халăхран тахçанах уйрăлнинчен килет пулӗ. Эпир пӗр-пӗринпе паралельлӗ тӗнчесенче пурăнма пăрахсан, закон умӗнче статуса пăхмасăрах пурте пӗр тан пулсан тин çӗршывра тирпей пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев