Сувар

Залесный чăвашӗ мечӗте сурăх пусма çӳрет

( Константин Малышев.Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççейре арçынсем вăрах пурăнма тытăнни нумай та мар-ха. Ельцин вăхăтӗнче кăна ар пурнăçӗн вăтам çулӗ 58-па танлашатчӗ, пайтахăшӗ пенсие те тухаймастчӗ. 2015 çулта вара арçынсем вăтамран илсен 71 çултан иртме тытăнчӗç. Специалистсем çакна медицина тивӗçтерӗвӗ лайăхланнипе, апат-çимӗç ассортименчӗ пуянланнипе, пӗтӗмӗшле илсен - пурнăç аванланнипе çыхăнтараççӗ. Хăшне-пӗрне...

( Константин Малышев.Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççейре арçынсем вăрах пурăнма тытăнни нумай та мар-ха. Ельцин вăхăтӗнче кăна ар пурнăçӗн вăтам çулӗ 58-па танлашатчӗ, пайтахăшӗ пенсие те тухаймастчӗ. 2015 çулта вара арçынсем вăтамран илсен 71 çултан иртме тытăнчӗç. Специалистсем çакна медицина тивӗçтерӗвӗ лайăхланнипе, апат-çимӗç ассортименчӗ пуянланнипе, пӗтӗмӗшле илсен - пурнăç аванланнипе çыхăнтараççӗ. Хăшне-пӗрне ӗненес те килмест, анчах та статистика тӳрккес япала. Ун тăрăхах çын ӗмӗрӗн вăрăмлăхӗ çине экологи 15 процент таранччен витӗм кӳрет, медицина - 20, ашшӗ-амăшӗн сывлăхӗ çирӗп пулни - 15 процент таран. Этем хăй мӗнлерех пурăнни вара çак йӗркере 50 процент йышăнать.

Çитмӗле çитсен кам-тăр пурнăçне тӗпрен пăхса тухса мемуар çырма ларать, кам-тăр мăнукӗсене пурнăçа вӗрентме пикенет, тепри утар тытма тытăнать, тепре авланакансем те пур. Ӗçкӗпе иртӗнекенсем çукпа пӗрех çак çула çитнисен хушшинче, «юна шӗветмелӗх аранçă» кăна, мӗншӗн тесен пурнăçа çитмӗлте те тулли те илемлӗ тума пулать.

СЛЕСАРЬТЕ

Хусан çывăхӗнчи Залесный поселокӗнче пурăнакан Николай Губанов та ватлăхне тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшать. Вăл 1947 çулхи, çитмӗлтисен шутне çак уйăхра кăна кӗнӗ-ха. Апла пулин те журналистсене каласа памалли мучи лаççинче çителӗклех. Çапах, тахçанах асатте тата кукаçей ятне илтнӗ пулсан та, ăна ватă теме çук-ха. Тӗп хулара пурăнма тытăнни те пайтах пулать, ӗçӗ те çăмăлли пулман. Ватлăха вара хăйӗнчен хăвалать те хăвалать Губанов юлташ.

Унăн биографийӗ 60-мӗш çулсенче хула пурнăçӗ çинчен ӗмӗтленнӗ çамрăксенчен ытла уйрăлса тăман-тăр. Хусанти 2-мӗш ГПТУра автослесаре вӗренсе тухсан çара каять. Белоруссире хӗсметре тăрать. Строительство батальонӗнче 3 çул çуртсем çӗклет. Çартан таврăнсан çул-йӗр техникумне пӗтерет те «Казаньстройтрансăн» автогаражӗнче слесарь карьерине малалла тăсать. Хусанти стройкăсене грузовиксемпе тивӗçтерсе тăракан организацин 500 йывăр тиевлӗ машина пулнă. Пурте тенӗ пекех карбюраторлисем: «ЗиЛ», «Газ». 60 çын пăхса тăнă вӗсене. Николай Губанов ходовойсене тӗрӗслесе тăнă. Руль управленийӗ, тормоз системи, коробка, сцеплени, рессорсем тата. Ун чух чи тупма йывăр хушма пай шкворня пулнă. Ăна снабженецсем те тупайман. Кушкуй çамрăкӗ çухалса кайман. Дефицитлă запчаçе шырама кӳршӗллӗ автопреприятисен гаражӗсене çӳренӗ. Ун чухне слесарьсем пӗр-пӗрне пулăшма тăрăшнă: «Эсӗ шестерня паратăн - сана подшипник».

СТАЖ

5 çул слесарьте тăрăшнă хыççăн, 10 çул бригадирта ӗçленӗ, унтан механикре. Участок начальникӗ таран ӳснӗ. Веçех аван пек, анчах та отпуска май уйăхӗнче кăна янă автослесарьсене. Çӗршыва машинăсем çитмен, вырма вăхăтӗнче самосвалсем квота тăрăх районсенчи колхозсене саланнă. Вăл ылтăн вăхăтра грузовиксен çӗмӗрӗлсе ларма юрамасть, вӗсен сехет пек ӗçлемелле. Кунта вара пăхса тăраканран нумай килет. Сахал мар тимӗр хайăрма тивнӗ Теччӗ районӗнчи Кушкуйра çуралса ӳснӗ çыннăн та.

- 1978-79 çулсенчи хӗлле шартлама сивӗ тăчӗ, - аса илет Николай. - Çак вăхăтра машинăсен тормоз колодкисем сарăлаççӗ те, каялла пуçтарăнаймаççӗ. Тормоз барабанӗсем «çунатчӗç». Нушаланкаланă ӗнтӗ, унсăрăн мар.

Монголие çӗкленӗ çӗрте те ӗçлесе курнă Николай Губанов. «Медьмолибденстрой» предприятире хăйӗн специальноçӗпе тăрăшать. Монголсене ӗçлеме вӗрентнӗ.

Нумай çул Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă унăн сăнӗ. «Ӗç ветеранӗ» ята ăна вăхăт çитсен тӳрех параççӗ. 1993 çулта предприяти саланма пуçласан кăна кайнă ӗçрен.

ПЫЛПАЛА

50 çул ытла хула çывăхӗнче пурăнсан та, кунта йăва çавăрсан та пирӗн тӗп сăнар чăвашла тап-таса калаçать. Кунта «Сувар» хаçата çырăнса илсе вулани çеç мар, арăмӗ чăваш пулни те витӗм кӳрет пулмалла. Пулас мăшăрӗпе, кӳршӗллӗ ял хӗрӗпе Верăпа вăл Хусан - Пăрăнтăк пуйăсӗнче паллашать. Вӗсен иккӗшӗн те ашшӗсем утарçăсем пулнă, пӗр-пӗрне пӗлнӗ. Залесныйӗнче çурт лартаççӗ. Стройбатри опыт кирлӗ пулнă.
Юрату çим
ӗçӗ - 3 ача - асли ывăл, ун хыççăн икӗ хӗр. Губановсем ашшӗсен йăлине манман, хула çывăхӗнче пулсан та вӗлле усраççӗ. Кӳршисем кун пирки мӗн шутланине пӗлме май килмерӗ.

ФУТБОЛ

Пуринчен те ытларах ăна мăнукӗн Дмитрий Губановăн çитӗнӗвӗсем савăнтараççӗ. «Рубин» футбол командин çамрăксен йышӗнче вылякан çурма хӳтӗлекен Раççей çамрăксен сборнăйӗшӗн те выляса курчӗ кăçал. Ăна малтан ашшӗ карате секцине çыртарнă пулнă иккен, анчах Дима футбол енне туртăннă. Çак пысăк çитӗнӳ аслашшӗне кăна мар, мӗнпур тăван-пӗтенне хăпартлантарать, паллах. Залесныйӗнчи туса пӗтермен стадион Губановсен пахчи хыçӗнчех, унта футболла выляса ӳснӗ-çке Дмитрий, апла-тăк мăнукӗн спорт воспитанийӗнче аслă Губановăн витӗмӗ те пур.

- Эпир ача чухне хамăр та футболла выляттăмăр ялта, - аса илет Николай Ананьевич. - Кушкуй пысăках ял мар та, ачасем сахал марччӗ пирӗн. Çемьесенче 6-8 шăпăрлан. Пирӗн аннен 9 ача. Футбол командисем хăвăрт пухăнатчӗç. Астăватăп, 15-шер пус пуçтарса пӳске илнине. Мечӗклӗх укçа паманнисене выляттармастăмăрччӗ. Мӗншӗн тесен хăй вăй хумасăр илнӗ япалана этем перекетлемест.

Халӗ Николай Губанов питӗ хӗрӳллӗ болельщик. Çамрăк «Рубинăн» пӗр матчне те сиктермест. Çамрăксем аслисенчен лайăхрах выляççӗ тет вăл.

ХАЛЯЛЬ

Гаражра ӗçлеме чарăнсан Николай Ананьевич Ешӗлвар районӗнчи Турари хуçалăхра подсобник пулса ӗçлет. Унта вунă çула яхăн выльăх пусать. Ӗçе тӗплӗ те чыслă туса пынăран, пурăна киле кӳршӗре пурăнакан тутарсем те выльăх пусма чӗнме тытăнаççӗ ăна. Çапла ăста ячӗ ял тăрăх сарăлать, мăсăльман уявӗсенче те мечӗте сурăх пусма чӗнме тытăнаççӗ ăна. Алли çăмăл, выльăх час каçать. Залесныйӗнче пурте пӗр-пӗрне пӗлнӗрен, çак яплаларан тӗлӗнекен çук, хисеплеççӗ муллана пулăшакан Кушкуй чăвашне. Тӗн улăштарма никам та хистемест.

СЫВЛĂХ

Хăй çулӗнчен çамрăкрах курăнать Куля тете. Çакăн вăрттăнлăхӗ кăткăс мар. Кашни ир зарядкăран тытăнать унăн. Шкулта мӗнле вӗрентнӗ - çавăн пек. Вăрманпа туслă. Хӗлле йӗлтӗрпе уçăлса çӳрет, çулла çуран.
- Пурнăçпа кăмăллă пулмалла, ш
ӳтлемелле тата кунсерен ӗçлемелле, - тет тахçанах пенсие тухнă арçын. - Килте ӗç çук-тăк, вăрмана каятăп, шăнма (кулать). Ун пек апат аван анать. Арман авăртсан - пурăнатпăр-ха!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: