Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Завод тăватпăр – ăçтине каламастпăр

(Ирина Трифонова) Республикăра çӳп-çап çунтаракан завод строительствине 2018 çула планланă. Çак темăпа паян хӗрӳ калаçу пырать, çын пуçтарăннă вырăнта çук çук та кун пирки сăмах тапратаççӗ, массăлла хыпар хатӗрсенче те завод темине кивелме памаççӗ. Сахалăшне экологи лару-тăрăвӗ хумхантармасть пулмалла. Тӗрӗсех, ку ыйтăва çăмăлттайла пăхма çук. Нумайăшне вăл тавралăхшăн, сывлăхшăн сиенлӗ...

(Ирина Трифонова) Республикăра çӳп-çап çунтаракан завод строительствине 2018 çула планланă. Çак темăпа паян хӗрӳ калаçу пырать, çын пуçтарăннă вырăнта çук çук та кун пирки сăмах тапратаççӗ, массăлла хыпар хатӗрсенче те завод темине кивелме памаççӗ. Сахалăшне экологи лару-тăрăвӗ хумхантармасть пулмалла. Тӗрӗсех, ку ыйтăва çăмăлттайла пăхма çук. Нумайăшне вăл тавралăхшăн, сывлăхшăн сиенлӗ пулма пултарассипе хăратать. Маларах ăна Хусанти Самосырово çывăхӗнче тăвасси пирки сас-хура çӳретчӗ, анчах халăхӗ хирӗç пулнипе шухăша улăштарнă.

Тепӗр енчен, завод кирлӗлӗхӗ куçкӗрет, çӳп-çап полигонӗсем экологишӗн пысăк хăрушлăх пулса тăраççӗ. Çулсерен мар, уйăхсерен вӗсен территорийӗсем анлăланса пыраççӗ. Тепӗр енчен пăхсан, çӳп-çап çунтаракан заводсем аталаннă çӗршывсенче тахçантанпа ӗçлеççӗ. Паянхи çӗнӗ технологисем вӗсен сиенне чи пӗчӗк шая чакарма пултараççӗ.

Юлашки хыпарсемпе, Тутарстанра çӳп-çап заводне «Оргсинтез» çумӗнче тума пултараççӗ. Вăл Хусанпа Ешӗлвар районӗн чиккинче вырнаçнă. Çапах та завода Ешӗлвар районӗнче тăвасси пирки çирӗплетни çук. Кун пирки журналистсене «РТ-Инвест» тулли мар яваплăхлă обществăн ÇКХ енӗпе инфраструктура проекчӗсен генеральнăй директорӗн çумӗ Александр Лобов пӗлтерчӗ.

«Çапла, чи малтан «Оргсинтезăн» М-7 трассăн ку енчи лаптăкне шута илетпӗр. Вăл вара Ешӗлвар районне кӗрет. Çапах юлашкинчен татса калани халӗ те çук-ха. Заводăн пӗр пайӗ Хусан, тепри Ешӗлвар çӗрӗсем çинче пулма пултарать. Паллă пулсанах, халăха пӗлтеретпӗр», - терӗ Лобов юлташ.

Сăмах май, заводăн вырăнӗ пирки «РТ-Инвест» генеральнăй директорӗ Андрей Шипелов Мускавра иртнӗ «Энергия отходов» пилотлă проекта хăтланă чухнех пӗр-ик сăмах каланăччӗ. Ун сăмахӗсемпе, çӳп-çап çунтаракан завод валли виçӗ вырăн пăхса хунă, çавсенчен пӗри Самосырово, тепри «Оргсинтез», виççӗмӗшӗ пирки пит татса калаçман.

«РТ-Инвест» пресс-службинчен пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра ку енӗпе ӗç активлă пырать. Завод пирки шухăшсем ытларах Ешӗлвар енне сулăнаççӗ. Мӗншӗн тесен унта кăна завода пурăнмалли вырăнсенчен инçетре тума май пур. Хальхи вăхăтра инженери инфраструктурипе логистикине тивӗçтерессипе ятарлă ӗçсем пыраççӗ.

Завод строительствипе çыхăннă ӗçсем тытăннă-тăк, мӗншӗн халӗ те йӗри-тавра çӳреççӗ, татса каламаççӗ? Инженери енӗпе ӗçсем пыраççӗ пулсан, завод ăçта пуласси паллă апла? Анчах халăха официаллă майпа пӗлтермеççӗ. Хирӗç тăрасран хăраççӗ? Кайран: «Туса хутăмăр ӗнтӗ, халь каялла çул çук», - тесшӗн-и?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев