Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чăваш халăх поэтне 55 çуллăхӗпе саламлама Шупашкара тутар халăх поэчӗ килсе çитнӗ

ВӖÇЕКЕН БУЛЬДОЗЕР Майăн 18-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай хăйӗн 55-çуллăхне Наци библиотекинче вулакансемпе тӗлпулса ирттерчӗ. Яланхи пек эксперсс-куравра авторăн сăнӳкерчӗкӗсем, пичет кăларăмӗсем пурччӗ. Варринче В.Туркай портречӗ. ПӖРЛЕШТЕРЕТ - Унăн поэзийӗ халăха пӗрлештерет, - тесе каларӗ ертсе пыракан Александр Осипов. Вăл Самар облаçӗнчи чăвашсем Туркай çинчен ыйтса пӗлнине, сăввисене...

ВӖÇЕКЕН БУЛЬДОЗЕР

Майăн 18-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай хăйӗн 55-çуллăхне Наци библиотекинче вулакансемпе тӗлпулса ирттерчӗ.

Яланхи пек эксперсс-куравра авторăн сăнӳкерчӗкӗсем, пичет кăларăмӗсем пурччӗ. Варринче В.Туркай портречӗ.

ПӖРЛЕШТЕРЕТ

- Унăн поэзийӗ халăха пӗрлештерет, - тесе каларӗ ертсе пыракан Александр Осипов. Вăл Самар облаçӗнчи чăвашсем Туркай çинчен ыйтса пӗлнине, сăввисене мухтанине, салам каланине аса илчӗ.

Паллă ӗнтӗ, В.Туркай поэт кăна мар. Вăл активлă публицист та, паллă общество деятелӗ те. Ăна Чăваш Республикин ӗç тăвакан тата закон кăларакан влаç представителӗсем, Чăваш наци конгресӗн пӗремӗш çыннисем саламларӗç. Çапла поэта ЧР Пуçлăхӗнчен, Патшалăх Канашӗн Председателӗнчен, информаци политикин министрӗнчен саламсем çитерчӗç.

Çакна та палăртмалла, ЧР Пуçлăхӗн Администраци ертӳçи Юрий Васильев поэтăн «Аманнă кăвакарчăн» лирикăлла сăввине аса илчӗ. Валерий Владимирович ăна çавăнтах пăхмасăр вуласа пачӗ.

БОМБА ÇУК-И?

Ăна ЧР культура министрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев саламланă чух Туркай тӗрлӗ регионсене тухса çӳрени çинчен каласа пачӗ. Уйрăмах ăна Тутарстан килӗшнӗ. Теччӗре чăваш чӗлхи учителӗсен умӗнче поэт тăван чӗлхепе сăмах каланине аса илчӗ.

Чăваш наци конгресӗ поэта пысăк чăматан парнелерӗ.

-Бомба çук-и? -шӳтлет поэт. Уçса кăтартрӗç - пушă.

Туркая Вăрнар районӗнчи Нурăс ялӗнчи вӗренекенсемпе педагогсем те уявпа саламларӗç. Ачасем поэтăн сăввисене вуларӗç, учительница юрларӗ.

КУÇАРУÇĂ ТЕРЧӖ

Юбиляра тутар халăх поэчӗ Ренат Харис саламларӗ. Вăл Державинăн «Бог» одине тутарла куçарни çинчен каласа пачӗ. Ăна Туркай та чăвашла куçарнă. Малтан пулӗ-ши тесе шикленнӗ, паллах. Сăвва вуласа панă хыççăн куракансем нумайччен алă çупрӗç. Чăнах та, пур вӗт пирӗн поэзири çӳллӗшсем! Мӗнле мăнаçлăн янăрарӗ чăваш поэзи чӗлхи. Ку чухне Гомерăн «Одиссеине» куçарнă Василий Жуковский поэт каланă сăмахсем аса килеççӗ: «Прозăри куçаруçă - чура, поэзири куçаруçă - ăмăртакан».

Туркай Муса Джалилӗн «Моабит тетрачӗсене» куçарни çинчен те тухрӗ сăмах. Унти пӗр сăвва Йӗпреç районӗнчи Пучинкке ялӗнчен килнӗ Илья Шибаев вуласа пачӗ.

- Мана халалланă поэзи каçӗнче хăçан та пулин чăваш ачи Муса Джалилӗн эпӗ куçарнă сăввине çапла лайăх вуласса шутлама та пултарайман эпӗ! - терӗ хӗрӳленсе поэт.

ЕНТЕШСЕМПЕ

Комсомольски районӗнчи «Кӗтне» ентешлӗхӗн активлă пайӗ те хăйсен ертӳçине саламларӗ. Ку тӗлӗшпе поэт хăйӗн «Арçынсем» сăввине вуласа пачӗ. Пуçламăш йркесем аса кӗрсе юлчӗç:

«Пурте пур - коньяк та водка...»

Сăввисене Туркай хăй кăна мар, хулари 44-мӗш номерлӗ лицей ачисем те вуларӗç. Ачасем пурте пӗлекен «Чăваш тупине» вуларӗç:

«Чăвашшăн чăваш - чи хаклă юлташ.

Юлташ кăна мар, - тăван-хурăнташ...»

ПУÇАРУÇĂСЕМ

- Тахçан эпир Туркайпа наци чăваш эстрадин кирлӗлӗхӗ çинчен калаçнăччӗ, - аса илчӗ ЧР Композиторӗсен союзӗн председателӗ Николай Казаков. - Эпир кичемлӗхпе сӳрӗклӗхӗн виттине сирме пултартăмăр. Мӗнрен-тӗр пуçламаллаччӗ. Эпӗ мелодисем çырма тытăнтăм, Туркай текстсем. Çапла пӗрремӗш чăваш эстрада юррисем, юрăçӗсем курăна пуçларӗç.

Куратпăр ӗнтӗ, хальхи наци эстарда искуссствин «йывăççи» мӗнлерех çеçке сарнине. Ăна халăх юратать, мӗншӗн тесен вăл наци туйăмне тӗрев парать.

Светалана Асамат поэтесса тата музыкант хăçан-тăр В.Туркайăн ăна халалланă «Ăçта эс, манăн тунсăхлă кӗслем?» сăввипе юрă çырнă пулнă. Микрофон умне тухса вăл Туркайпа пӗрле юрларӗ. Юрăç сасси малтанхи пекех илемлӗ те янравлăччӗ.

БУЛЬДОЗЕР ПЕК

-Бульдозер пек «вӗçет» Туркай! - тесе каласа хучӗ Раиса Сарпи поэтесса. (Залри çынсем йăшăлтата пуçларӗç, кулкалаççӗ.) Поэта кӗтмен çӗртен вăйлă тракторпа танлаштарни поэтсен пухăвне килнисене самай кăсăклантарса ячӗ пулмалла. Чăнах та, Туркайăн поэзипе ӗç энергине ăмсанма пулать. Унăн пултарулăх вăйӗ чечекленнӗ вăхăт халь.

Сарпи хăй те питӗ лайăх декламатор. Унăн сасси вăйлă, тембрӗ кăмăллă. Ритмпа рифма туйăмӗ те аван. Сăнӗпе те илемлӗ. Шел пулин те тӗрлӗрен мероприятисенче унăн поэзийӗ тăван чӗлхепе янăрани çителӗксӗртерех пулни сисӗнет...

Кунта каллех Туркай «хӗрӳленсе» кайрӗ. Вăл Сарпине хирӗç «Ӗç лаши» сăввине вуласа пачӗ. Чăн-чăн поэтсен творчествăлла ăмăртăвне час-часах кураймастăн! Ку вăл джаз е рок-музыкантсен формăсăр музыка ăмăртăвӗ «Джем-сейшн» евӗр пулса иртет. Сăмахпа каласа пӗтерме çук, ăна курмалла.

ТУРĂ КАЙĂКӖ Е?

Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер «Ăçтан пулса кайрӗ Туркай сăмах?» темăпа пӗр пулăма аса илчӗ. Малтан псевдоним пек илнӗ сăмах кайран хушамата çаврăннă вӗт-ха.

- Пӗррехинче эпир, чăваш поэчӗсем, автобуспа Пушкăртстанран таврăнатпăр, - каласа парать шурсухал. - Ниçтан çукран дискусси тухса кайрӗ - ăçтан тупăннă Туркай ят? Тӗрлӗрен версисем илтме тӳр килчӗ. Тавлашрăмăр. Унтан çул çинчи лавка умне чарăнтăмăр. Унта мӗн-тӗр туяннă ӗнтӗ. Çапла, пыра-пыра... Хусантан та иртсе кайнă...

ШУХĂШЛАМАЛЛА

Дискуссие шухăшлаттаракан тема çине поэтесса, телеертӳçӗ тата драматург Марина Карягина куçарса ячӗ:

-Ак эпир çыратпăр, çыратпăр. Пирӗн хайлавсене тăван чӗлхепе часах кам вулӗ?! Пирӗн литераторсен ачисем хăйсен ашшӗ-амăшӗ çырнисене вулаççӗ-и?

Шухăшлаттаракан, шăплантаракан ыйту. Ăна çемçетме кӗнеке кăларакан специалист тăрăшрӗ:

- Шкул учебникӗсенче хальхи поэтсен пултарулăхӗ пур, - терӗ ЧР Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова. Вăл иллюстрацилленӗ текстсен слайчӗсене кăтартрӗ, çав шутра Туркай пултарулăхӗпе çыхăннисене те.

САЛАМЛАКАНСЕМ

Вӗсем нумайăн пулчӗç: Лев Кураков академик, Любовь Федорова поэтесса, Виталий Станьял филолог, Николай Григорьев экс-министр, Миша Григорян художник тата ыттисем. Тутар хӗрарăмӗсен «Ялкын» ансамблӗ те килнӗ саламлама. Чечексене ытларах поэтăн арăмне Ольга Туркай журналисткăна пачӗç.

Туркай вара Габдулла Тукая, Евгений Евтушенкона, Кыйсан Кулиева куçарнисене вуларӗ. Планӗсенче VIII ӗмӗрте Китайра пурăннă поэт çырнисене куçарасси пуррине пӗлтерчӗ.

Поэзи уявӗ ăнса итрӗ. «Раççейри поэт - поэтран ытларах» тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав. Туркай çине ăна кураймансем мӗнлерех пăхсан та, поэтăн вышкайсăр талант пуррине ниепле те хирӗçлейместӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев