Сувар

Кӗрхи тырă ӗлкӗрсе çитнӗ

Техника çӗмӗрӗлмесен вырма тăкаксемсӗр иртекенччӗ

Тырпула вăхăтлă тата перекетлӗн пухса кӗртессинче вырмана хутшăнакан техника шанчăклăхӗнчен, агрегатсен ӗçне еплерех йӗркеленинчен нумай килет. Июлӗн 23-27-мӗшӗсенче Тутарстанри хуçалăхсенче ял-хуçалăх йӗркеленӗвӗсем вырмана тата кӗрхи сухана еплерех хатӗрленнине тӗрӗслесе конкурс ирттерӗç. ТР Ял хуçалăх министерствин, Раççей ял-хуçалăх центрӗн Тутарстанри уйрăмӗн, «Татарголизинг» тата «Татагрохим» акционерлă обществосен специалисчӗсем хатӗр техникăна пăхса тухса çӗнтерекенсене палăртӗç.
Тырă выракан комбайнсен хатӗрлӗхне темиçе критерипе хаклӗç, çав шутра пучахсене шӗкӗлченӗ чухне мӗн чухлӗ тырă тăкса хăварнине те. Унсăр пуçне хуçалăхсенчи автотранспортăн, йӗтемсен хатӗрлӗхне те тӗрӗслӗç. Вырма вăхăтӗнче хăрушсăрлăх техникине пăхăнассине уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрать комисси.

Çав вăхăтра Тутарстанра кӗрхи тулăсене çапма тытăннă та ӗнтӗ. Пуринчен те малтан Апас, Алексеевски, Заински, Теччӗ тата Пăва районӗсем вырмана тухрӗç. Пăва районӗнче «Авангард» агрофирма комбайнӗсем пуринчен те малтан курăнчӗç вырма хирӗнче. Тутар Шуршăвӗ патӗнчи хирте «Бирюза» сортлă кӗрхи тулă тухăçӗ пӗр гектартан 41 центнер. Тырă нӳрлӗхӗ вăтамран 17,4 процент. Кăçал «Авангардăн» кӗрхи тулла 2200 гектартан пухса илмелле.
Пăва районӗнчи механизаторсен пурӗ 55000 гектар çинче тырă вырмалла кăçал, çав шутра кӗрхи культурăсене 17000 гектар. (ТР Ял хуçалăх министерстви тата Г.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: