Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
В республике

Ватлăхра çӗнӗ ӗç шыраса пăх-ха эсӗ

50-ран иртнисен хушшинче Тутарстанра ытларах арçынсем ӗç шыраççӗ

Раççей Правительстви çӗршыв çыннисемшӗн пенси çулне ӳстерме хатӗрленнӗ вăхăтра ӗç шыракансене пулăшакан «Хэд хантер» сайт (https://kazan.hh.ru) Тутарстанăн 50-ран иртнӗ çыннисем ăçта ӗçлесшӗн пулнине тӗпчесе пӗлнӗ.

Юлашки çур çулта çак сайта 50-60 çулти 2891 çын резюме ярса панă. Ӗç шыракансенчен ытларахăшӗ – 65 проценчӗ – Хусантан, иккӗмӗш вырăнта çырчаллисем – 15 процент, Элметпе Анат Кама çак кăтартури 3-шер процентне йышăнаççӗ. Ытти районсенчен 1-рер процента яхăн.

Палăртса хăвармалла, Тутарстанра 50-60 çултисем хушшинче ытларах арçынсем ӗç шыраççӗ – 63 процент.

Республикăра чи «аслă çулти» сферăсен шутне производство (13 %), транспорт (12%), бухгалтери (9%) тата строительство (8%) кӗреççӗ. Шăпах çак облаçсенчи профессисене суйласа илесшӗн те ваттисем. Консультацилес тата страхлас сферăсене вӗсем суйласа илесшӗнех мар.

50-60 çулти ӗç шыракансенчен çурри 20-40 пин тенкӗлле тара кӗме килӗшет, чӗрӗкӗ 40-60 пин текнӗ шалу илесшӗн. Çак йышăн 4 проценчӗ - 80 пин, 3 проценчӗ - 100 пин тенкӗ тӳлесен кăна ӗçлеме килӗшет.

Аслă çулти ӗç шыракансенчен 25 проценчӗ компьютерпа усă кура пӗлет. Çавăн чухлех ушкăнпа ӗçлеме хатӗррине пӗлтенӗ. Те тӗрӗс, те çук, анчах та çан çынсенчен 34 проценчӗ акăлчан чӗлхине пӗлни çинчен çырнă резюмере.

60 çултан аслăраххисем те ӗç шыраççӗ иккен. Юлашки 6 уйăхра «Хэд хантера» 325 резюме килнӗ. Вӗсенчен 40 проценчӗ 15-30 пин тенкӗпе ӗçлеме хатӗр, 33 проценчӗ 30-50 пин тенкӗ оклад илесшӗн. Ахăртнех пенси укçи çитменнипе тухасшăн вӗсем ӗçе. (Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗсем)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев