Н. Николай:«Чи пӗлтерӗшли – тăшман кунта килмест»
Виççӗмӗш çул пыракан ятарлă çар операцийӗ пирӗншӗн кашниншӗн тӗрӗслев, тырра хывăхӗнчен уйăрмалли вăхăт. Раççейшӗн кам тус, кам тăшман пулнине яр уççăн кăтартнисӗр пуçне хамăр çине урăх куçпа пăхма хистет вăл. Çак вăхăтра тылрисем эпир те, фронтрисем те улшăнтăмăр. Отпуска таврăннă салтаксемпе калаçсан уйрăмах сисӗнет ку. Ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнă Хирти Кушкă (Пăва районӗ) каччипе Николай Н. та кун çинченех сăмах пуçартăмăр. Çулталăк çурă ӗнтӗ фронтăн пӗрремӗш линийӗнче дрон операторӗ вăл, вăхăчӗ калама çук хӗсӗк пулнине пăхмасăр «Сувар» хаçат редакцине кӗрсе тухма май тупрех.
— Вăрçă çынна çав тери улăштарнине калаççӗ, хăвăнта улшăнусене сисетӗн-и?
— Вăрçă çынна чăнах та улăштарать. Кăна хамра та сисетӗп. Пурнăç хаклăхӗсем улшăнчӗç. Малтан проблема тесе шутланă япаласем акă, проблема та мар иккен, веçех татса пама пулать. Хăтăлма çук лару-тăру (безысходность) мар вӗсем. Тăвансем патне шухăш улшăнчӗ, атте-аннене, çывăх тăвансене ытларах хаклама тытăнтăм. Вӗсене малтан та юратнă-ха, килтен аякра çуршар çул пулнă хыççăн хутшăнусем урăхларах. Вӗсем маншăн мӗнле пăшăрханнине курса тата хытăрах хаклатăн, май тупăнсанах хам сывă та йӗркеллине хыпар яма тăрăшатăн. Отпуска килес умӗн пӗр эрне çыхăнăва тухаймарăм, анне çав тери хытă хуйхăрнă.
— Фронтра та улшăнусем пурри курăнать.
— Пирӗннисем хальхи вăхăтра мӗнпур фронтра лайăх позици йышăнса пыраççӗ. Çак çӗкленӳ мана çав тери килӗшет.
— Сан шухăшупа, мӗнпе çыхăннă ку?
— Окоприсем çулталăк çурăра çапăçма хăнăхса çитрӗмӗр пуль теп. Фронтри хăнăху иртрӗ. Халӗ тӗлрех лектеретпӗр, аркататпăр. Малтан çухалса кайрăмăр. Çитрӗмӗр, нимӗн те ăнланмастпăр, паллă марлăх çав тери хăратрӗ. Мӗн тумаллине командирсем те ăнлансах пӗтереймерӗç. Вӗсем те пирӗн пекех мобилизаципе килнисемччӗ. Çулталăк çурăра лайăхрах ӗçлеме хăнăхрăмăр. Малалла та çаплах пулсан, ман шухăшпа, çулталăк вӗçне мӗн те пулсан уçăмланӗ те-ха. Эпир шутланă пек пулсан та ку территорисене çирӗплетмелле, тытса тăмалла вӗт-ха тата. Çавăнпа хăвăрт кăна веçех лăпланмасть.
— Сирӗн подразделенин мӗнле задача халь?
— Пӗрремӗш линире оборонăра тăратпăр, çав вăхăтрах штурмлатпăр та. Эпир пӗр яла (паллă сăлтавсене пула ялăн ятне те, ăçтине те асăнмастпăр. — Авт.) тытса тăратпăр. Çывăхри посадкăсене илме задача тăрать халь. Ку ӗçе ачасем пуçланă ӗнтӗ.
— Вăл ялта вырăнти халăх юлнă-и?
— Çамрăкӗсем тарса пӗтнӗ ӗнтӗ, пенси çулӗнчисем никам та çурчӗсене пăрахса каясшăн мар, унтах пурăнаççӗ. Вӗсем шар кураççӗ те. Нациксем ятарласа вӗсене переççӗ. Коптерсем çине çунакан шӗвексем çаклатса çурчӗсем çине вӗçтереççӗ. Вырăнти халăх хушшинче тӗрли пур. Хăшӗ ВСУ килессе кӗтет. Кашнин тăванӗсем кам та пулсан леш енче юлнă. Хӗвеланăç пуçӗсене мӗн чухлӗ анратнă, соцсетьсенче мӗн чухлӗ пропаганда пынă тата. Ваттисем лайăхрах калаçаççӗ пек, пурпӗр вӗсене те пит шансах каймастпăр. Апат-çимӗç туяннисӗр пуçне питех хутшăнмастпăр.
— Совет Союзӗ вăхăтӗнченпех Украинăра снайперсен шкулӗ вăйлă пулнă. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан пирӗннисене сахал мар пӗтерчӗç. Халӗ те канăç çук-и вӗсенчен?
— Халӗ снайперка сахал. Тӳперен дронсемпе çапăçатпăр. Хамăр позицисене кăтартас мар тесе кăнтăр çутипе тухса çӳреме юрамасть пирӗн. Вӗсем те, эпир те окопсенче, блиндажсенче ларатпăр. Çӗрле ӗçлетпӗр.
— Пӗр дрон вăтамран мӗн чухлӗне чăтать тата çителӗклӗ-и вӗсем сирӗн?
— Ударный пулсан, пӗр енне каймалăх. Разведка-тăк, чи нумаййи те эрнене. Хамăр укçапа илсен дронсем çитеççӗ вӗсем.
— Хальхи технологи саманинче вырăнтах мӗн-тӗр шутласа тупма тивет пуль?
— Фронтра пухатăн опыта, лару-тăрăва пăхса мӗн кăна шутласа кăлармастăн. Противникăн дронӗсене чарас тесе икӗ «птичкăна» сетка çыхса вӗçтермелле мар-ши тетӗн хăш чухне. Импровизаци вăйлă фронтра. Кунта ларса ку япалана ăнланмастăн.
— Дронпа ӗçлеме малтанах пӗлнӗ-и эсӗ?
— Эп мобилизацин иккӗмӗш юхăмӗн юлашки кунне лекрӗм. Вăл вăхăтра Хусанта ӗçлеттӗм. Вăхăт 8, каç, атте шăнкăравлать: «Сынок, мӗн ӗçлен? Ман хыпарсем пур, хытă ан хуйхăр, халь каласа парап, — тет. — Сельсовет повестка илсе килчӗ. Эп алă пусман, сана хыпар кăна пӗлтеретӗп. Ыран сан ирхине 8-та военкоматра пулмалла», — терӗ. Малтан çухалса кайрăм. Хам каяссине çуллах сисрӗм-ха, вăхăтне кăна пӗлмерӗм. Сывлăхпа «А» ушкăн ман, стрелок. Ун чухнех форма, ытти япаласем туянса хутăм. Вӗсем килте выртнине атте-аннесем те пӗлместчӗç. Тарса çӳрес килмерӗ. Нумай ача тарчӗ, вӗсене никам шырамарӗ те. Хăравçă пек пурăнасси ман пирки мар. Япаласене машинăна хутăм та Пăвана военкомата кайрăм.Унта медкомисси тухрăмăр, унтан — Хусана. Танковый полигонра стажировка, вӗрентӳ тытăнчӗ. 1-2 эрнерен квадрокоптерсемпе кам ӗçлеме пӗлет тесе ыйтрӗç. Эп шутламасăрах пӗлетӗп терӗм. Улталарăм-ха ӗнтӗ, ыттисем çине пăхса вӗрентӗм кайран.
— Фронтра çав тери çитменни мӗн?
–Малтан обмундировани, сняражени çитменни пулкаларӗ-ха ӗнтӗ. Çук тесе нăйкаса ларни пулман пӗрре те, мӗн кирлине эпир тупатпăр. Майсем вӗсем яланах пур. Хăв тума е ыйтма, заказ пама пултаратăн. Дрон валли комплектующий çук-тăк, эпир 3D принтер илтӗмӗр те хамăрах пичетлетпӗр. Генератор, тум, бензин веçех хамăр илетпӗр.
— Вăрçă хирӗнче мӗнсӗр пурăнма çук?
— Бронезащитăсăр тата пӗрлӗхсӗр. Лартнă задачăна пӗрле пурнăçлатăн. Пӗр шухăшлăхсăр фронт самантрах саланать. Акă мӗншӗн унта каялла таврăнас килет. Çулталăк çурăра пӗр-пӗринпе çав тери туслашрăмăр. Ют çын тăвану пекех çывăх пулса каять. «Мӗнлерех-ши вӗсем унта?» — тесе пăшăрханатăн вара. Унта вӗт, суя-ултав çук, путакан кимӗре ларса пынăн пӗр-пӗрне пулăшма тăрăшатăн. Унта пӗр проблема — тăшман. Эпир подразделенире тӗрлӗ регионтисем. Мобилизаципе кайнисем Тутарстанăн 7-8 районӗнчен. Çӗпрелсем, Чăваш Енри патăрьелсем те пур. Подразделенире пирӗн 90 проценчӗ тутарсем. Маттур халăх. Тутарла та вӗренсе пыратăп ӗнтӗ. Чăвашсем темшӗн чăвашла калаçма вăтанаççӗ. Хам эпӗ хуть мӗнле чӗлхепе те калаçма пултаратăп.
— Эсӗ командир-и?
— Командира каяс килмест ман. Çынсемпе калаçма юрататăп. Замполит, агитатор эпӗ. Ман тивӗç — тин килнисене хавхалантарасси, ăнлантарасси. Хăраса паника ан туччăр. Ку вӗт уншăн хăйӗншӗн кăна мар, юнашаррисемшӗн те хăрушлăх. Контракт çыракансене соцльготăсем, тӳлевсем çинчен каласа паратăп. Хам та веçех пӗлместӗп пуль. Мӗн пӗлетӗп — ăнлантаратăп. Контрактниксем пурте тенӗ пек малтан укçашăн, çар пенсине тухассишӗн кăна пыратчӗç пулсан, «Крокусри» теракт хыççăн фашист пирӗн пата килчӗ тесе çапăçма килекенсем нумай.
— Чи йывăрри мӗн унта?
— Çын вăл теме те хăнăхать. Фронт вăл пурнăç шкулӗ те. Коллективра ыттисемпе хутшăнма, хăвна алăра тытма пӗлмелле. Пуçупа туслă-тăк — сывă юлатăн. Çынсем нумай чухне хăйсен ухмахлăхне, ӗçкине, тимсӗрлӗхне пула вилеççӗ. Вăрçă вăл интереслӗ япала, унта ăсли ухмаха тухма, ухмахӗ ăсланма пултарать. Çанталăка та хăнăхрăмăр. Унта кăнтăр, ăшă. Хӗлле кăна 3-4 хут тăхăнсан та çил витӗр касать. Тинӗссем çумра пулнипе çил вăйлă. Юр çӗрле ӳксен ирхинене çук, юр питех курман та.
— Турра эсӗ те хытă шанатăн-и?
— Пирӗн пата пачăшкăсем килсех çӳремеççӗ. Хамăрах алтарь туса хутăмăр, анне подсвечниксем парса ячӗ. Кашни кун, кашни каç Турра асăнатăп, хам сăмахсемпе ӗнтӗ. Отпуска килсен хальхинче те Дивеевăри мăнастире кайса килтӗм. Пӗлместӗп мӗншӗн сӗтӗрет пуль унта. Виççӗмӗш хут пултăм, йăлана кӗчӗ тесен те юрать. Вырăнӗ асамлă, чуна кирлӗ лăпкăлăх илетӗп унта. Çур çула вăй пухатăп. Лешӗнче килнӗ хыççăн çур çул иртсе те кайрӗ. Çак вăхăтра пенсие тухрăм акă, ветеран удостоверенине пачӗç. Икӗ медаль илтӗм, пӗри СВОна хутшăннăшăн, тепри «За доблесть» 2-мӗш степеньли. Çулталăк çурăра хăрушă вăхăтсем нумай пулчӗç, тьфу-тьфу хальлӗхе пӗр чӗрӗм те пулмарӗ-ха. Турра тав турăм куншăн. Мăнастире хама валли вăй-хăват илме формăна тăхăнсах кайрăм. Мӗн чухлӗ çын пырса калаçрӗ манпа унта.
— Темиçе çул каялла Лондонра пурăннине илтрӗмӗр, мӗншӗн таврăнас терӗн?
— Мана ӗнтӗ пурнăç ăçта кăна çитермерӗ. Пурнăçӗ аван унта, çапах та мана кил сӗтӗрет. Тăвансем кунта. Хусан, тăван ял чуна çывăх. Маншăн чи хакли — кил, кунти хăтлăх. Хам çуралнă кун çитрӗм киле хальхинче, çул çине кам кăна кӗтме тухман. Çак атмосфера савăнтарать. Икӗ эрне килте киленетӗп, ăна тăвас килет, кăна. Унта кайса килен, кунта. Килте çӗрулми акасшăн, вăрлăх илсе килсе патăм. Мангал зонине туса хутăмăр, килте пысăках мар юсав та пуçларăмăр. СВОра чухне плансем тăватăн, киле таврăнма çав тери вăйлă мотиваци ку. Икӗ эрне отпуск çав тери сахал, ним тума та вăхăт çитмест. Мӗн палăртнине туса ӗлкӗреймерӗм, кашнинпех тӗл пулаймарăм та. Хусанта унчченхи ӗçре директор та акă таврăнасса хытă кӗтет, суту-илӳ уйрăмӗн ертӳçиччӗ эпӗ унта. Малашнехи ӗмӗтсем çав тери пысăк-ха ман.
— Вăрçă нушине тӳсме тивнӗшӗн ӳпкелешместӗн-и?
— Раççей вăл ялан кӗрешет. Хăш ăрăва лекет вăрçă нуши, хăшне çук. Ыттисене лекмерӗ, ман ăрăва лекрӗ акă. Юрӗ. Апла-тăк, ман ачасем каймаççӗ. Чи пӗлтерӗшли — çак тăшман кунта килмест. Лере юрӗ, çапăçăпăр. Килте лăпкă пурăнасчӗ.
— Тавах сана, Николай, пирӗн валли вăхăт тупнăшăн, интереслӗ калаçушăн.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев