Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

ПАЯН ТРЕНДРА – ЭТНИКА

Февралӗн 19-мӗшӗнче Хальхи искусствăсен галерейинче Атăлçи халăхӗсен чӗлхисемпе этно-джаз, инди-фолк, электро-поп музыкин концерчӗ иртрӗ. Эпир тутар, удмурт, чăваш халăхӗсен хальхи музыкине хаклама пултартăмăр. Мероприятие Juna (Тутарстан), Suomi (Удмурти) тата Вера Кожемановăн ушкăнӗ хутшăнчӗ.

Февралӗн 19-мӗшӗнче Хусанти Хальхи искусствăсен галерейинче çак кунхи чи тӗп мероприяти пулнă пек туйăнчӗ. Пӗлтерӗшӗпе, статусӗпе те мар, темле пысăк çынлăхпа, ырă атмосферăпа. Туйăмсене туллин палăртма сăмах та çитмест пек. Мӗншӗн тесен эстетика киленӗвӗ те, чуна эмоцисем енчен тивӗçтерни те пысăк пулчӗ. Хама ирӗклӗ, телейлӗ тӗнче çынни пек туйрăм. Нациллӗ ăс-хакăл чиккине анлăлатма  питӗ те кирлӗ япала.

Çак кун Хальхи искусствăсен галерейинче Атăлçи халăхӗсен чӗлхисемпе этно-джаз, инди-фолк, электро-поп музыкин концерчӗ  иртрӗ. Эпир тутар, удмурт, чăваш халăхӗсен хальхи музыкине хаклама пултартăмăр. Мероприятие Juna (Тутарстан), Suomi (Удмурти) тата Вера Кожемановăн ушкăнӗ хутшăнчӗ. Йӗркелӳçӗсен шутӗнче Тутар çамрăкӗсен пӗтӗм тӗнчери форумӗ, ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ тата Удмуртсен наципе культура автономийӗ. Çапла майпа вӗсем тăван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне палăртма йышăннă.

ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗн çамрăксен ӗçӗсемпе çумӗ Артем Носков каланă тăрăх, çак шухăш тутар çамрăкӗсен ертӳçипе Табрис Яруллинпа паллашнă хыççăн çуралнă. Каччăсене вара удмурт пики Марина Иванова паллаштарнă. Çамрăксен пӗрле ӗçлес кăмăл пысăк. Пӗрлехи пӗрремӗш проект ăнăçлă пулса тухнине шута илсен,  пушшех.

Хальхи искусствăсен галерейи вӗсене хаваспах площадкăпа тивӗçтерме килӗшнӗ.  Юсав хыççăн çак центр пач урăхла форматпа ӗçлеме тытăннă. Паян вăл курав проекчӗсене пӗрлештерсе тăракан уçлăх, ӳнер искусствин, музыкăн, перформансăн эксперимент площадки пулса тăрать.

– Кун йышши мероприяти пирӗн патра иртнин логики пур. Паян эсир чăваш этно-джазне, тутарсен инди-фолкне, удмуртсен этникине итлерӗр. XXI ӗмӗрте искусствăсен синтезӗ питӗ вырăнлă, тӗрӗс. Пирӗн патра ӳнер искусствин курав проекчӗсемсӗр пуçне паралельлӗ программа та анлă ӗçлет. Галерея кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ япаласем çинчен калакан проектсене хапăл тăвать, кашни искусство тӗсне хисеплет. Тӗрлӗ халăхсен пӗрлӗхне курма кăмăллă, – терӗ ТР Ӳнер искусствисен патшалăх музейӗн Хальхи искусствăсен галерейин ертӳçи Эльвира Камалова. Кун йышши мероприятисене тăтăш ирттерессине пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, паян этника патне интерес ӳссех пырать.

Вера Кожемановапа ӗçлекен музыкантсем хăйсене вырăнтан ытла мӗн выляма тивни интереслентернине, халăх музыкине хальхипе хутăштарма интереслӗ пулнине пӗлтерчӗç.

– Мана çакăн пек культурăллă вырăнта юрлама май килни питӗ килӗшет. Ӳнер искусствин площадкинче хăвна урăхларах туятăн, – терӗ Вера Кожеманова.

Арслан Сайхи кунта музыка проекчӗсене çӗнӗрен пуçарни килӗшнине пӗлтерчӗ. Галерейăна юсанă, Эльвира Рафаилевна килнӗ хыççăн музыка мероприятийӗсем çинчен тепӗр хут аса илнӗ.

– Малалла пысăк курс пуласса шанатăп. Галерейăна уçнă чухне те,  Тарковскийпе çыхăннă курав уçăлсан та вылянăччӗ кунта. Халӗ этникăпа çыхăннă культура юхăмӗ интерес çуратать. Пире, çамрăксене, çитменни тинех пурнăçланать, – терӗ сӗрме купăсçă.

Тăван чӗлхе кунне халалланă концерта Эльвира Камалова, Артем Носков, Табрис Яруллин, Марина Иванова уçрӗç. Кашни хăй чӗлхипе калаçни уйрăмах килӗшрӗ. Куракансем çакна ăшшăн йышăнчӗç, чӗлхесем хăйне евӗр илтӗннине, янăранине итлеме интереслӗ пулчӗ пулмалла.

Йӗркелӳçӗсем мероприятие çак форматпа ирттерни питӗ тӗрӗс, ытларах чухне наципе культура автономийӗсем хупă мероприятисем ирттереççӗ. Никам та курмасть вӗсене. Кунта вара нумай чӗлхеллӗ, тӗрлӗ культурăллă формат пурне те пӗрлештерчӗ.

Кашни ушкăн 5-7-шер юрă юрларӗ. Тутар вокалисткин сасси питӗ çепӗç илтӗнчӗ, юрăсен кӗвви вырăнӗпе скандинавсенне, финн-угорсенне аса илтерчӗ.  Вера Кожеманован юррисем кашни уйрăм характерлă. Таçтан çӗр ăшӗнченех сăрхăнса тухса кӗвӗ уçлăха ăнтăлать. Хăш-пӗри кӗввипе Хӗвелтухăç музыки патне туртăнать. Юрăç куракансемпе ăшшăн калаçни, кашни юрра кӗскен ăнлантарса пани килӗшрӗ. Хăйне вăл ирӗклӗ туйни палăрчӗ. Çапла Хусан богеми чăваш культурипе, музыкипе çемçен паллашрӗ.

Удмурт каччи те тӗлӗнтерчӗ. Вӗсен музыки лирикăллăрах. Suomi ушкăн ăнăçлă проект. Иван Белослудцев  (ансамбль вокалисчӗ) хăй каланă тăрăх, вӗсем вак халăхсен «Евровидение» конкурсне те хутшăннă. (С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День родного языка