Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Виктор Петухов: «ТУХСАНАХ – МИШЕНЬ»

Чи хăрушши вăл – пӗр-пӗр кун аттепе анне патне çар комиссариатӗнчен икӗ офицер килсе: «Сирӗн ывăлăр çав-çав вырăнта вилнӗ», – тесе калани. Çак ӳкерчӗк куç умӗнчен каймастчӗ. Аттепе аннене хуйхăртас килместчӗ. Ыттине... салтак вӗт, тӳсетӗн.

1989 çул. Февралӗн 15-мӗшӗ. Ун чухнехи салтак çулне çитнӗ е çитсе пыракан каччăсен амăшӗсен чи пысăк савăнăçӗ, тинех совет салтакӗсене Афганистанран кăларнă. 10 çула тăсăлнă çак вăрçăра 15052 салтак вилнӗ, 53753-шӗ аманнă, 417-шӗ хыпарсăр çухалнă. Кăмăла хуçакан статистика. Унран та хăрушши – нумай çул вӗсене патшалăх та, общество та кирлӗ пек тимлӗх уйăрманни. Пытармăпăр, Афганистан вăрçи пирки уççăн калаçасси йăлана кӗмен пирӗн, çавăнпа вун-вун çул ку трагеди уйрăм çыннăн, уйрăм çемьен пек кăна пулса пынă.

 Чунра ӗмӗрлӗхе юлнă суран вара вăхăт иртсен те тăртăнмасть. Çӗпрел районӗнчи Хăймалу чăвашӗшӗн Виктор Петуховшăн та акă пӗр саманчӗ те манăçмасть. Вăл Кабул хӗрринчи Пули-Чархири 258-ОРВБ БТ çар чаçӗнче çулталăк та 11 уйăх хӗсметре тăнă. Хальхи вăхăтра вăрçă саманчӗсене аса илсе статьясем, сăвăсем çырать. Пӗр илемлетмесӗр, мӗнле пулнă, çавăн пек. Совет салтакӗсене Афганистанран кăларнăранпа 30 çул çитнӗ май, ентешпе ятарласах телефонпа çыхăнса салтак пурнăçне каласа пама ыйтрăмăр.

– Виктор, Афганистанра пулнисем хăйсене ăçта илсе кайнине каламанни пирки калаçнине илтнӗ, сирӗнпе те çаплахчӗ-и?

– Манпа кăшт урăхларах пулчӗ. Ульяновскри ДОСААФ шкулӗнче вӗреннипе салтака унтан илсе кайрӗç. Кантемиров дивизине лекрӗм. Çамрăк боец курсӗ вăхăтӗнче эпир кӳршӗ чаçе мороженăй илме чупрăмăр, мӗншӗн тесен хамăр патра çукчӗ, 18-ти ача-пăчан мороженăй çиес килнӗ пуль çав. Пире çар патрулӗ тытрӗ те ăçтан, хăш командăран пулнине тӗрӗслеме тытăнчӗ. Пӗр офицер: «Кусене ярăр, вӗсене ыран-паян Афганистана илсе каяççӗ», – терӗ. Çапла пӗлтӗмӗр ку хыпара.

– Мӗнле йышăнтăн хыпара, хăратрӗ пуль?

– Ун чух ăна-кăна ăнланман-ха. Тӗрӗс те, пире темиçе кунранах Ташкентри Чирчика илсе кайрӗç. 1-2 эрне тытрӗç унта, хатӗрлерӗç.

– «9 рота» кинора шăпах салтаксене Афганистана яма хатӗрленӗ пай пур. Чăн пурнăçрипе пӗрпекрех-и вăл?

– Кинора пурте тенӗ пекех тӗрӗс. Пире те Афганистанран аманса килнӗ офицер-салтаксем вӗрентетчӗç. Вӗсен кунта сипленмелли центрӗччӗ. Кунӗпе хăвалатчӗç. Эпир каçхине икӗ хутлă кравать çине аран-аран хăпарса выртаттăмăр та тӳрех çывăрса каяттăмăр.

– Афганистана лекессине килтисене тӳрех пӗлтертӗн-и?

– Тӳрех мар, Афганистана çитсен кăна лайăх çитрӗм тесе çырса ятăм.

– Пирӗн самолетсене душмансем çав тери сыхланă, аэро­портсене антарма тăрăшман теççӗ, эсир мӗнлерех çитрӗр?

– Ман асра тепӗр япала та юлнă. Эпир Афганистана кайнă чух «черный тюльпан», урăхла каласан Ил-76 самолет, çине лекрӗмӗр. Тăпăр-тăпăр кӗрсе кайрăмăр, унта тӗттӗм, пӗчӗк чӳречесем кăна, хупса хучӗç. Пӗр 10 минутран самолет сыв­лăша çӗкленчӗ. Пӗр ача: «Ман алă йӗп-йӗпе», – тет хайхи. Чӳрече патнерех пычӗ те унăн алли юн кăна иккен. Нимӗн те ăнланмастпăр, пенӗ сасă та илтӗнмерӗ, ăçтан юн? Темле кăмăла пăтратакан шăршă тăнине сисрӗмӗр-ха, мӗн иккенне пӗлмерӗмӗр. Аэропорта çитсен кăна пире летчик «черный тюльпан» вилнӗ, аманнă салтаксене турттаракан рейса пӗлтернине каларӗ. Шăрăха пула вилесем пăсăлнипе тупăксенчен юхать иккен. Пирӗн ача шăп çавăн пек юн çине выртнă ӗнтӗ. Аэропорта аннă чухне тата тăрук пирӗн самолет шăтăртатрӗ, ӳкетпӗр, çунмастпăр-ши тесе чӳречерен пăхатпăр. Пире хамăрăн вертолетсем хупăрласа илнӗ. Çапла душмансенчен сыхласа аэропорта анса ларичченех пычӗç.

– Кабул хӗрринчи Пули-Чархири 258-ОРВБ БТ чаçе лекрӗм тетӗн. Санăн мӗнле тивӗçчӗ?

– Эпӗ водитель пулнă, пирӗн ваннине юсамаллаччӗ тата батальон валли тиев турттармаллаччӗ. Колоннăпа Союза (çӗршывăн кăнтăр чиккине) бое­припассем, апат-çимӗç, строи­тельство материалӗсем  тата ыттине илме каяттăмăр. Колоннăна нумай чухне душмансем тапăнатчӗç.

– Афган вăрçине пуçланнă çулсенчех лекнӗ эсӗ. Ун чухне сăртлă-туллă çӗрте çапăçма хăнăху та пулман-ха пирӗн салтаксен. Çитменнине салтакӗсем те ӗнерхи шкул ачисем. Виктор, саншăн çав çулсенче чи хăрушши мӗнччӗ?

– Чи хăрушши вăл – пӗр-пӗр кун аттепе анне патне çар комиссариатӗнчен икӗ офицер килсе: «Сирӗн ывăлăр çав-çав вырăнта вилнӗ», – тесе калани. Çак ӳкерчӗк куç умӗнчен каймастчӗ. Аттепе аннене хуйхăртас килместчӗ.  Ыттине... салтак вӗт, тӳсетӗн.

– Тӳсмелли те нумайч­чӗ-тӗр-ха?

– Эпӗ Афган вăрçин икӗ тап­хăрне те лекнӗ. Малтан палаткăсенче пурăнаттăмăр. Шыв та кӳретчӗç кăна.  Кашни кун тенӗ пекех «Афганка» тăвăл тухатчӗ. Пӗр 40-45 минут вăйлă çил вӗретчӗ, ура айӗнчи вак чулсем те сывлăша çӗкленетчӗç. 5 метртан нимӗн те курăнмастчӗ. Каçхине 7-8 сехетсенче пире урамра кино кăтартатчӗç. Эпир куçсене хӗссе пăхса лараттăмăр вара тата çак вăхăтра душмансем пире пулеметран пеме тытăнатчӗç. Шăвăна-шăвăна тараттăмăр. Çимелли çукчӗ. Холодильниксем пулманнипе шăрăхра апат пăсăлса каятчӗ. Пире, ан наркăмăшланччăр тесе пуль, консервăсене вӗретсе çитеретчӗç. Ӗçме-çиме начаррипе салтаксенчен 70 проценчӗ сарăпа, вар-хырăм тифӗпе чирлетчӗ.

– Вырăнти халăх сирӗнпе мӗнлерехчӗ? Эсир унта правительство режимне хӳтӗлеме кайнă вӗт-ха.

– Унти халăх пире тарават марччӗ. Кăнтăрла алă параççӗ хăйсем, каç пулсанах çурăмран переççӗ. Мӗншӗн тесен икӗ çӗртен укçа илетчӗç: кăнтăрла душмансене пӗтернӗшӗн вӗсене правительство тӳлетчӗ, каçхине пире пенӗшӗн – душмансем.  Совет салтакне вӗлернӗшӗн пӗр хак, тыткăна илнӗшӗн тепӗр хакчӗ. Офицерсем тата хаклăрахчӗ. Эпир хамăр чаçре кăна хăрушсăрлăхраччӗ. Чаçрен тухрăн-тăк – мишень. Çавăнпа салтаксене кăнтăрла иртсен кăлармастчӗç. Машинăсене те кăнтăр çутипе каялла çаврăнса çитчӗр тесе ирхине кăна кăларатчӗç.

– Афган тамăкӗнчен чӗрӗ-сывах тухни вăл чăнах та пысăк телей. Çак икӗ çул хушшинче суранланни те пулнă-тăр-ха?

– Суранланнă, йывăрах  мар кăна. Тӗрли пулнă, пӗррехинче Кабула кабельсене юсама кайсан, чутах тыткăна лекеттӗм. Каялла таврăннă чух чаçе çитме пӗр çухрăм пек юлсан машина ванса ларчӗ. Пире прапорщик кунта инçе мар, юсаса пӗтеретӗр те хăвăрах çитетӗр тесе  хамăра кăна хăварчӗ. Иккӗн машина юсатпăр. Эпӗ ан варалантăр тесе гимнастеркăна хывса хутăм, çар билечӗ кӗсьере. Çак вăхăтра пирӗн çине душмансем тапăнчӗç. Тӳрех тарма тытăнтăмăр. Пӗр пульли пуç тăрринченех шăхăрса ирт­рӗ. «Ну, тепри тиветех, пӗтрӗм», – тетӗп. Çав самантра ӳксе çаврăнса кайрăм. Лекеймерӗ. Иксӗмӗр те тарса хăтăлтăмăр. Манăн гимнастерка юлчӗ. Çар билетне çухатнăшăн – икӗ çул дизбат. Телее, В.Д.Горной комбат хушнипе çийӗнчех взвод душмансене хăваласа кайрӗ, лешсем пирӗн чаç патӗнче танксем курсанах тарчӗç. Çапла гимнастеркăна тавăрса дизбат­ран çăлса хăварчӗç.

– Çарта чухне пуринчен ытла мӗн çинчен ӗмӗтленеттӗн?

– Килти мунчана кӗрес килетчӗ. Унта çанталăк 40-45 градус шăрăх, хамăр чаçре малтан шыв та çукчӗ-ха, каярах кăна пулчӗ.

– Душмансем пирӗн самолетсене аэропортсене кӗртме кăна мар,  кăларма та тăрăшман. Каялла килнӗ чух чăрмав пулмарӗ-и?

– Пире демобилизаци çинчен приказ килчӗ. Ыран каятăр теççӗ. Хытă савăнтăмăр. Кабула çитрӗмӗр те çанталăк пăсăлчӗ. Виçӗ кун лартăмăр аэропорт­ра, çимелли çук. Пире учетран кăларнă, çитермеççӗ. Ытти чаçсенчен те салтаксем килнӗ, нумайăн эпир. Тăваттăмӗш кун ирхине хӗвел тухсан хытă савăннăччӗ. Пире илме тӳрех тăватă самолет килчӗ. Иккӗшӗ Ташкента, тепӗр иккӗшӗ Душанбене вӗçрӗ. Эпӗ иккӗмӗшӗсемпе килтӗм.

– Ӗнерхи шкул ачисемшӗн Афган «паттăрлăх шкулӗ» пулнă, кун пекки манăçмасть. Сăвăсем ун чухнех çыраттăн-и?

– Ку акă мӗнлерех пулчӗ: Пули-Чархире политзаключеннăйсен тӗрмиччӗ. Батальон ун çумӗнче тăратчӗ. Афганистанăн премьер-министрне хăтарма пӗррехинче 3500 çынран тăракан банда тапăнчӗ. Баталь­он кăнтăрла хыççăн çапăçăва кӗчӗ. Вăйсем тан маррипе каялла чаç патне чакма приказ пулчӗ. Оборона валли окоп чавма тытăнтăмăр. Çавăн чухне Оськин прапорщика сывă юлсан кӗнеке çыратăп тесе шантартăм.

– Çыртăн-и вара?

– Хамăрăн командир В.Д.Гор­ной (йывăр тăпри çăмăл пултăр, пӗлтӗр вилчӗ) пире, чаçрисене, кашни çул Крымра Евпаторире пухатчӗ. 10-12 çемье пухăнаттăмăр. Пӗррехинче мана хайхи кӗнеке пирки аса илтерчӗç. Çапла асаилӳсем, сăвăсем çыр­ма тытăнтăм... 32 çул иртсен. Кашни пӗр-пӗр пулăмпа çыхăннă.

– Виктор, санăн килте музей те пур, мӗн тӗллевпе йӗркелерӗн ăна?

– Афган вăрçинче совет салтакӗсем пулнине ан манччăр тесе. Манăн унта çырусем, М.Гор­бачевран СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ, чаç командирӗсен Горнойпа Воробьевăн Тав хучӗсем. Н.Проняев генерал-лейтенант парни –  Афганис­тан оборона министрӗ алă пусса панă кӗнеке – тата ытти пур.  Музее курма шкул ачисем, библиотекăран килеççӗ.

 

– Пӗр шутласан, Афган ахрă­мӗ санран юлмасть, эсӗ районти Афган вăрçин ветеранӗсен канашӗн председателӗн çумӗ,  Мускаври РОО СВБД пӗрле­шӗ­вӗн пайташӗ. Шкул ачисемпе, çамрăксемпе тӗл пулатăн. Хальхи вăхăтра районта миçе Афган вăрçин ветеранӗ пу­рăнать?

– Районта эпир хальхи вăхăтра 70-ӗн. Хуласене куçса кайнисене шута илмесӗр. Афганистанра вилнисем  пурӗ 9-ăн. Пирӗн йыш çуллен 2-3 çынна чакать, кам чӗре чирӗпе, кам ракпа вилет.  Эпир вӗсене пытарма каймасăр юлмастпăр. Çамрăксене патриотизм воспитанийӗ пама хастар хутшăнатпăр. Тӗлпулусем ирттерсе салтак тивӗçӗ мӗн иккенне ăнлантаратпăр.  Çарта пулнă юлташсемпе çыхăнăва татман, курнăçсах тăратпăр. Манăн хамăн та икӗ ывăл, кӗçӗнни Саша хальхи вăхăтра Ульяновскри Сывлăш-десант çарӗн чаçӗнче салтакра.

– Тавах калаçушăн.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ветераны