Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Арăмпа сцена çинче (видео пур)

Çырчаллинче (Набережные Челны) чăваш концерчӗсем уйăхсерен иртеççӗ. Ноябрь уйăхӗнче Шадриковсемпе Альбина Пăрчăкан, Полина Борисова концерт лартнăччӗ, декабрьте автохула чăвашӗсем Александр Васильевпа тӗлпулчӗç. Унпа пӗрле Алина Федорова, Катя Петрова тата Александр Арсентьев тухрӗç сцена çине. Çырчаллинчи концертсем «эпир юрлатпăр, эсир алă çупăр» форматпа çеç иртмеççӗ. Вӗсем хăйне майлă интереактивлă шоусем. Ак...

Çырчаллинче (Набережные Челны) чăваш концерчӗсем уйăхсерен иртеççӗ. Ноябрь уйăхӗнче Шадриковсемпе Альбина Пăрчăкан, Полина Борисова концерт лартнăччӗ, декабрьте автохула чăвашӗсем Александр Васильевпа тӗлпулчӗç. Унпа пӗрле Алина Федорова, Катя Петрова тата Александр Арсентьев тухрӗç сцена çине.
Çырчаллинчи концертсем «эпир юрлатпăр, эсир алă çупăр» форматпа çеç иртмеççӗ. Вӗсем хăйне майлă интереактивлă шоусем. Ак хальхинче те Шупашкар артисчӗсем куракансем хушшинче тӗрлӗрен конкурссем ирттерчӗç. Александр Васильева çырчаллисем 15 çул курман иккен. Çавăнпа та унăн юррисене кăмăлтан итленипе кăна мар, вăл ирттернӗ ăмăртусене те хастаррăн хутшăнчӗç. Çӗнтерекенсене - афтографлă диск!
Халăх артисчӗ хăйӗн мăшăрӗпе концерта килнӗ çынсене сцена çине кăларчӗ, вӗсене хăй купăс каласа ташлаттарчӗ. Ну силлерӗç те çырчаллисем Сара Садыкова ячӗллӗ культура керменӗн сценин уратине!
Çырчаллинчи чăвашсем коцерта ачисемпе çӳреççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев