Сувар

Автохула И.Яковлевăн юбилейне хатӗрленет

Çырчалли чăвашӗсем И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне паллă тумасăр хăвармӗç. Кунти «Чӗкеç» тата ачасен «Путене» ансамблӗсем хальхи вăхăтра кунӗн-çӗрӗн тенӗ пек репетицире. Вӗсем патриархăн юбилейне халăхпа пӗрле паллă тăвасшăн, ятарлă концерт хатӗрлеççӗ. Концерта пурне те хапăл туса кӗтеççӗ. «Чӗкеçпе» «Путене» чăваш ансамблӗсен концерчӗ мартăн 24-мӗшӗнче Çырчаллинчи «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх çуртӗнче (Çӗнӗ...

Çырчалли чăвашӗсем И.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне паллă тумасăр хăвармӗç. Кунти «Чӗкеç» тата ачасен «Путене» ансамблӗсем хальхи вăхăтра кунӗн-çӗрӗн тенӗ пек репетицире. Вӗсем патриархăн юбилейне халăхпа пӗрле паллă тăвасшăн, ятарлă концерт хатӗрлеççӗ.

Концерта пурне те хапăл туса кӗтеççӗ. «Чӗкеçпе» «Путене» чăваш ансамблӗсен концерчӗ мартăн 24-мӗшӗнче Çырчаллинчи «Çăлкуç» Халăхсен Туслăх çуртӗнче (Çӗнӗ хула, 32/24-мӗш çурт) пулать. Кăнтăрла 13 сехетре пуçланать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: