Сувар

Евчӗ – туйра кирлӗ çын

( Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш тумӗ пуян та илемлӗ, пуçа тăхăнмаллисем кăна мӗне тăраççӗ! Шел, авалхи тумсен пӗлтерӗшӗ манăçа тухса пырать халӗ. Пӗр шутласан, ку йӗркеллӗ пулăм, çӗнни киввине улăштармалла. Анчах çӗнни киввинчен япăх пулмалла тенине пӗлтермест вӗт-ха. Чăвашсем çинче тӗрленӗ галстуксем, тӗрӗллӗ йӗм пӗççисемпе касăк-çурăк кӗпесене курсан чун...

( Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш тумӗ пуян та илемлӗ, пуçа тăхăнмаллисем кăна мӗне тăраççӗ! Шел, авалхи тумсен пӗлтерӗшӗ манăçа тухса пырать халӗ. Пӗр шутласан, ку йӗркеллӗ пулăм, çӗнни киввине улăштармалла. Анчах çӗнни киввинчен япăх пулмалла тенине пӗлтермест вӗт-ха. Чăвашсем çинче тӗрленӗ галстуксем, тӗрӗллӗ йӗм пӗççисемпе касăк-çурăк кӗпесене курсан чун хурланать. Тӗнчипе паллă модельер Вячеслав Зайцев нумай пулмасть Хусана килсен журналистсемпе тӗл пулсан: «Эпӗ наци тумне çӗлеместӗп. Вӗсене улăштарма çав тери йывăр. Вӗсем ахаль те питӗ шайлашуллă, илемлӗ, ман шутпа, тытмалла та мар. Пăсса кулăшла пулса тухасран асăрханмалла»,- тенӗччӗ. Кутюрьен сăмахӗсем чăвашсене тӳрремӗнех пырса тивеççӗ вӗт. Эппин чăваш модельерӗсем халăх тумӗн историне чухласа пӗтереймеççӗ, унсăрăн ăçта килчӗ унта тӗрӗ лартман, хӗрарăм кӗпи çине мунчала пек сулланса тăракан касăк-кӗсӗк çӗлемен пулӗччӗç. Мӗншӗн тесен тумра ун пек тирпейсӗрлӗхе юратман чăваш.

Тӗрӗссипе, тум историйӗ калама çук пуян пирӗн. Кашнин çинчен уйрăм çырмалла. Пӗлтӗр октябрь уйăхӗнче Хусан чăвашӗсем эпир кӗтмен çӗртен хальччен курман тумпа паллашрăмăр. Ун чух ЗАГС тытăмӗ 100 çул тултарнине халалласа Хусан Кремлӗнчи музейра республикăри кашни халăх çынни хăйӗн туй йăлипе паллаштарчӗ. Чăваш туйне вара Çырчаллинчи «Чӗкеç» ансамбль питӗ ӗненмелле кăтартса савăнтарчӗ. Чӗкеçсен хушшинче тăваткал калпак тăхăннă туй арăмне курсан эпир, куракансем, кăшт кăмăлсăрлантăмăр та. Тухья-хушпусен хушшинче калпак ытла та килпетсӗр курăнчӗ пире: «Нивушлӗ Тутарстан чăвашӗсем те йӗркерен тухса пыраççӗ, клоун тумне тăхăнма тытăнчӗç»,- текелерӗмӗр хамăр хушăра тиркевлӗн. Анчах та йăнăшнă иккен эпир. Халăх йăли-йӗркине, юрри-сăввине тата тумне-капăрлăхне лайăх чухлакан «Чӗкеç» ансамбль пули-пулми япалапа нихăçан та аппаланмасть. Хальхине те туй арăмне тăваткал калпака ахаль тăхăнтарман иккен вӗсем. Ăна кам, хăçан, мӗн тӗллевпе тăхăннине аван чухлаççӗ. Çавăнпа Кремльти «чăваш туйӗ» тум енчен те тӗрӗс пулчӗ.

Çакна эпӗ Н.Захарова-Кульеван нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Чăваш халăх тумӗ» этнографи словарьне вуласан пӗлтӗм. Автор «Пуç хатӗрӗсен ячӗсем» пайӗнче çапла çырать: «Пуçа тăхăнмалли хатӗрсем тумтирпе çав тери тачă çыхăнса тăнă. Вӗсен йăла-йӗркери пӗлтерӗшӗ уйрăмах пысăк», - тет.

Словарьте хайхи калпак çинчен çырни те пур. XIX ӗмӗр çурринче ăна тури тата анат енчи чăвашсем туйра тăхăннă. Акă мӗншӗн эпир, Тутарстан чăвашӗсем, ку калпак çинчен илтмен иккен.

Автор ăна çапла сăнлать: «Хӗрлӗ тӗслӗ пусма-тавартан çӗленӗ тăваткал калпак. Унăн çӳллӗшӗ 12 сантиметра яхăн пулнă. Пуç кăшăлне пӗр çӗвӗллӗ тунă, тӳпине тӗрлӗ тӗслӗ кукăр-макăр, хăю тытнă, кӗтессисене хӗреслентерсе çутă хăюпа пустарнă, чӳкленӗ. Ку пуç хатӗрне туй арăмӗсем капталпа (е хысапа) тăхăннă».

Ку калпака каччă енчи туй арăмӗ хӗр илме килнӗ чух тăхăннă-мӗн. Çапла майпа каччăн евчине хӗр енчисем тӳрех палласа илнӗ.

Чăвашсем авалхи халăх, çавăнпа унăн культуринче вак-тӗвек çук, кашни япали мӗне те пулсан пӗлтерет. Эх, мӗн чухлӗ иккен-ха эпир пӗлменни. Туй арăмӗн калпакне «Чӗкеç» ансамблӗн «чăваш туйӗнче» курман пулсан эпир те акă пӗлмесӗрех юлаттăмăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: