Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Гварди аслă сержант саламӗ

Раççей политикӗсенчен чи паллă десантник Сергей Миронов пулмалла. Вăл кашни суйлав кампанийӗнче хăй сывлăш десант çарӗсенче хӗсметре тăнине палăртма манмасть. Вăл 1971-73 çулсенче салтак атти тăхăннă. Хальхинче те Справедлиявая Россия партин председателӗ айккинче юлман. Августăн 2-мӗшӗнче Сергей Миронов Мускаври Суворов лапамӗнчи десантник-салтаксене халалласа лартнă палăк патне чечексем хунă. «ВДВ пирӗн...

Раççей политикӗсенчен чи паллă десантник Сергей Миронов пулмалла. Вăл кашни суйлав кампанийӗнче хăй сывлăш десант çарӗсенче хӗсметре тăнине палăртма манмасть. Вăл 1971-73 çулсенче салтак атти тăхăннă. Хальхинче те Справедлиявая Россия партин председателӗ айккинче юлман. Августăн 2-мӗшӗнче Сергей Миронов Мускаври Суворов лапамӗнчи десантник-салтаксене халалласа лартнă палăк патне чечексем хунă.

«ВДВ пирӗн çӗршывăн хӗçпăшаллă çарӗсен историне сахал мар паттăрла страницăсем çырнă, - тенӗ С.Миронов. - Десантниксем яланах пысăк профессионализмпа, çирӗплӗхпе, харсăрлăхпа, патриотизмпа палăрса тăнă. Çак пахалăхсене вӗсем пирӗн Аслă Çӗршыва хӳтӗленӗ чух пӗрре мар кăтартнă.

Эпӗ десантра хӗсметре тăнине чăн-чăн арçынлăх шкулӗ пек аса илетӗп, вăл мана дисциплинăна, хăюлăха, кирек мӗнле лару-тăрура та хамăр çӗршывшăн, хамăр халăхшăн тăма вӗрентрӗ. Паян та ВДВ çарӗсем Верховнăй главнокомандующийӗн тӗп резервӗ пулса тăраççӗ. Десантниксем Çӗршыв ума тăратнă хуть те мӗнле задачăна та пурнăçлама хатӗр. Мӗн пур салтаксене, ветерансене, вӗсен çывăх çыннисене сывлăх, телей тата яланах янкăр тӳпе сунатăп!»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев