Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Интернатри тӗлпулу

Анат Камăри 34№ гимнази-интернатра вӗренӳ çулталăкӗ тăршшӗпех хулари чăваш çыравçисемпе, паллă чăвашсемпе тăтăшах тӗлпулусем иртеççӗ. Пирӗн çыравçăсем çам­рăк мар пулин те питӗ активлă. Мероприятисене йыхравласан хаваспах килеççӗ. Раштав уйăхӗн 5-мӗшӗнче гимнази-интернатра Дмитрий Храмов поэтпа тӗлпулу иртрӗ. Дмитрий Иванович Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче çуралса ӳснӗ. 1970 çулсен вӗçӗнче вăл çемйипе Анат...

Анат Камăри 34№ гимнази-интернатра вӗренӳ çулталăкӗ тăршшӗпех хулари чăваш çыравçисемпе, паллă чăвашсемпе тăтăшах тӗлпулусем иртеççӗ. Пирӗн çыравçăсем çам­рăк мар пулин те питӗ активлă. Мероприятисене йыхравласан хаваспах килеççӗ.
Раштав уйăхӗн 5-мӗшӗнче гимнази-интернатра Дмитрий Храмов поэтпа тӗлпулу иртрӗ. Дмитрий Иванович Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче çуралса ӳснӗ. 1970 çулсен вӗçӗнче вăл çемйипе Анат Камăна пурăнма куçнă. Поэт ТР Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ. Дмитрий Храмов çутçанталăк çинчен, туслăхпа чыс, ӗç çинчен çырать. Вăл пирӗн гимназие час-часах килсе çӳрет, кунти библиотека çырăнса илекен чăваш хаçат-журналӗсене вулама кăмăллать.
Поэт тӗлпулура сăввисене вуласа пачӗ, хăйӗн пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе паллаштарчӗ, ачасем панă ыйтусем çине хуравларӗ. «Туслă пурăнăр, лайăх паллăсемпе вӗренӗр», - терӗ вăл ачасене. Дмитрий Иванович хăйӗн иккӗмӗш кӗнекине кăларма ӗмӗтленни çинчен те каласа пачӗ. Çак тӗлпулу пире пурне те савăнăç кӳчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев