Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Инженер профессине чапа кăларасшăн

Республикăра çак кунсенче çамрăксен йăлана кӗнӗ «PROF-движени» профориентаци форумӗ пуçланчӗ. Вăл 2014 çултанпа çуллен август уйăхӗнче иртет. Форум - республика экономики ыйтнине тата вӗрентӳ системин ӗçне координацилесе тăракан лайăх инструмент. «PROF-движени» проект чи актуаллă задачăсене пурнăçласа Тутарстан экономикине кирлӗ специалистсене хатӗрлеме пулăшать. Форума «КАМАЗ» ПАО ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата Промышленность...

Республикăра çак кунсенче çамрăксен йăлана кӗнӗ «PROF-движени» профориентаци форумӗ пуçланчӗ. Вăл 2014 çултанпа çуллен август уйăхӗнче иртет. Форум - республика экономики ыйтнине тата вӗрентӳ системин ӗçне координацилесе тăракан лайăх инструмент. «PROF-движени» проект чи актуаллă задачăсене пурнăçласа Тутарстан экономикине кирлӗ специалистсене хатӗрлеме пулăшать.

 

Форума «КАМАЗ» ПАО ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата Промышленность министерствисемпе пӗрле ирттерет. Палăртса хăварар, проект «Ӗç тата инженер профессийӗсене популяризацилесси» программăпа килӗшӳллӗн пурнăçланать. Форума хутшăнас текенсене конкурссенче суйласа илеççӗ. Икӗ çулта унта Раççейри 30 хуларан пурӗ 400 çамрăк хутшăннă. Кăçалхи «PROF-движени» форума пӗтӗмпе 200 делегат килнӗ.

«Пирӗн çамрăксем питӗ пултаруллă, хастар, вӗсене хăйсене кăтартма пулăшмалла. Мӗншӗн тесен професси суйласси явап­лă утăм», - тенӗ Патшалăх Думин депутачӗ, «Единая Россия» фракцин пайташӗ Альфия Когогина форума уçнă май. - «Çак темиçе кунра çамрăксем инженер, ӗç профессийӗсене курма кăна мар, вӗсен ӗçӗпе паллашма пултараççӗ тата малашнехи пурнăçра кирлӗ компетенцисем те илеççӗ».

Тутарстанра экономика атала­нăвне пăхса професси кадрӗсене хатӗрлессине ла­йăх йӗркеленӗ. Професси вӗрентӗвӗ кунта тӗнчери чи лайăх практикăпа професси стандарчӗсене явăçтарса аталанать. Республика професси ăсталăхӗн WorldSkills конкурсӗсене аталантарассипе те лидерсенчен пӗри. 2015 çулта Раççей пӗрремӗш хут WorldSkills тӗнче чемпионатне ирттерме ирӗк çӗнсе илчӗ. Вăл шăпах Хусанта иртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев