Сувар

«Каган ылтăнне» – тăватă экипажпа

(Вера Александрова). Апрелӗн 12-14-мӗшӗсенче Астраханьте Раççейӗн ралли-рейдсен тата кросс-кантри ралли енӗпе «Каган ылтăнӗ» чемпионачӗ иртет. Унта хутшăнма çак эрнен пӗрремӗш кунӗнчех çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 50 ытла экипаж килсе çитнӗ. Паллах, «КАМАЗ-мастер» команда та унта хутшăнмасăр юлмасть, Çырчалли спортсменӗсем чемпионата вырсарникунах тухса кайрӗç. Коллективăн тим-менеджерӗ Сергей Савостин каланă тăрăх, «КАМАЗ-мастер» Раççей...

(Вера Александрова). Апрелӗн 12-14-мӗшӗсенче Астраханьте Раççейӗн ралли-рейдсен тата кросс-кантри ралли енӗпе «Каган ылтăнӗ» чемпионачӗ иртет. Унта хутшăнма çак эрнен пӗрремӗш кунӗнчех çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 50 ытла экипаж килсе çитнӗ. Паллах, «КАМАЗ-мастер» команда та унта хутшăнмасăр юлмасть, Çырчалли спортсменӗсем чемпионата вырсарникунах тухса кайрӗç. Коллективăн тим-менеджерӗ Сергей Савостин каланă тăрăх, «КАМАЗ-мастер» Раççей чемпионатне хутшăнни хăйне май тӗнче шайӗнчи пысăк ăмăртусене хатӗрленни пулса тăрать. Ара, халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул - 2018» ралли-марафон пуçланиччен виçӗ уйăх кăна юлчӗ-çке. Çавăнпа та Астрахань трассисем техникăна та, спортсменсене те тӗрӗслеме, хăйсен вăйне виçсе пăхма май параççӗ.

Чупăва «КАМАЗ-мастерăн» тăватă автомобилӗ хутшăнать. Хальхинче А.Шибаловăн экипажӗ 16 литрлă двигательлӗ газпа тата дизельпе ӗçлекен çӗнӗ йышши машинăна тест ирттерӗ. Э.Николаев болельщиксем аван пӗлекен капотлă компоновкăллă машинипе хутшăнать ăмăртăва. Каласа хăвармалла, çак автомобиль 2016 çулта «Пурçăн çула» хутшăннăччӗ. Анчах та халь ăна тӗпрен çӗнетнӗ: чылай узелсемпе агрегатсене улăштарнă, çӳрекен пайпа мотора та çӗнетнӗ. Д.Сотников хăйӗн çӗнӗ двигательлӗ машинине тепӗр хут тӗрӗслӗ ку ăмăртура. Пӗлтӗр аманнă хыççăн чылай вăхăт хушши сипленнӗ хыççăн А.Каргинов ăмăртусене хутшăнма пуçланине савăнса пӗлтереççӗ çырчаллисем.

Çапла вара «КАМАЗ-мастер» команда çакăн пек йышпа хутшăнать «Каган ылтăнне»: 300-мӗш экипаж - Эдуард Николаев, Евгений Яковлев, Владимир Рыбаков; 301-мӗш - Андрей Каргинов, Андрей Мокеев, Игорь Леонов; 303-мӗш - Дмитрий Сотников, Дмитрий Никитин, Ильнур Мустафин; 304-мӗш - Антон Шибалов, Александр Куприянов, Дмитрий Свистунов.

Ăнăçу сунатпăр ентешсене! (Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: