Сувар

«КАМАЗ-мастерсен» арăмӗсем ăмăртура

(Вера Александрова). Çырчаллинчи тӗнчипе паллă «КАМАЗ-мастер» командăн спортсменӗсем хăйсем кăна хастар мар иккен, вӗсен мăшăрӗсем те хăйсем пекех маттур. Ыран, мартăн 3-мӗшӗнче, «КАМАЗ-Карт» картодромра картинг енӗпе хӗрарăмсен ăмăртăвӗ иртет. Ăна Халăхсен хушшинчи хӗрарăмсен кунне халалланă. Хӗрсем «Хонда» тата «Ротакс-Макс» классенче ăмăртӗç. «Ротакс-Макс» класра хальхинче те опытлă спортсменкăсем, «КАМАЗ-мастер» пилочӗсен арăмӗсем...

(Вера Александрова). Çырчаллинчи тӗнчипе паллă «КАМАЗ-мастер» командăн спортсменӗсем хăйсем кăна хастар мар иккен, вӗсен мăшăрӗсем те хăйсем пекех маттур. Ыран, мартăн 3-мӗшӗнче, «КАМАЗ-Карт» картодромра картинг енӗпе хӗрарăмсен ăмăртăвӗ иртет. Ăна Халăхсен хушшинчи хӗрарăмсен кунне халалланă. Хӗрсем «Хонда» тата «Ротакс-Макс» классенче ăмăртӗç.

«Ротакс-Макс» класра хальхинче те опытлă спортсменкăсем, «КАМАЗ-мастер» пилочӗсен арăмӗсем Оксана Николаева, Олеся Сотникова тата Екатерина Шибалова хутшăнаççӗ. Пурӗ ку класра 7 хӗрарăм ăмăртăва тухать. «Хонда» класра вара Çырчаллинче пурăнакан 50 пике хăйӗн вăйӗпе пултарулăхне виçӗ. (Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: