Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

Куракан пулсан концерт та лайăх

Шупашкар артисчӗсем Александр Сорокин, Алена Акăшпи, Светлана Вутăшпи тата ЧР халăх артистки Людмила Семенова мартăн 17 -мӗшӗнче Çырчаллинчи С.Садыкова ячӗллӗ Культура керменне концертпа килчӗç. Куракансене Александр Сорокин купăс каласа чăваш ташши çаптарни уйрăмах килӗшрӗ. Артистсен юррисене çырчаллисем яланхи пекех тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç. Артистсем çакăн пек тӗлпулусем йӗркелеме пулăшнăшăн Галинăпа...

Шупашкар артисчӗсем Александр Сорокин, Алена Акăшпи, Светлана Вутăшпи тата ЧР халăх артистки Людмила Семенова мартăн 17 -мӗшӗнче Çырчаллинчи С.Садыкова ячӗллӗ Культура керменне концертпа килчӗç. Куракансене Александр Сорокин купăс каласа чăваш ташши çаптарни уйрăмах килӗшрӗ. Артистсен юррисене çырчаллисем яланхи пекех тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç. Артистсем çакăн пек тӗлпулусем йӗркелеме пулăшнăшăн Галинăпа Иван Кузьминсене тата Лидияпа Константин Илюхинсене тав турӗç.

Çырчаллинче чăваш концерчӗсене йӗркелекен Константин Илюхин инçетрен килекен артистсене тав тунă май, вӗсене курма килекенсем нумай пулсан концерт тата илемлӗреххине палăртрӗ.

Çырчалли чăвашӗсен канăва малашне те çакăн пек хаваслă ирттерме май пуррине пӗлтерчӗ. Чăваш эстрада çăлтăрӗсен тепӗр концерчӗ кунта апрелӗн 14-мӗшӗнче пулать иккен. Ун чух чăвашсене ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Стас Владимиров юрласа савăнтарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев