Сувар

Николаев е Виллагра?

(Вера Александрова). Кăнтăр Америкăра иртекен «Дакар - 2018» ралли вӗçленсе пырать. Январӗн 20-мӗшӗнче Аргентинăри Кордоба хулинче финиш пулать. Хальлӗхе вара кăçал 40 çул тултаракан раллинче малти вырăнсем йышăнассишӗн хӗрсех ăмăрту пырать. Январӗн 16-мӗшӗнче 10-мӗш тапхăр пуçланнă çӗре Лимăра старт илнӗ 44 грузовикрен 30-шӗ кăна юлнă. Ку кăтартăва япăх теме çук,...

(Вера Александрова). Кăнтăр Америкăра иртекен «Дакар - 2018» ралли вӗçленсе пырать. Январӗн 20-мӗшӗнче Аргентинăри Кордоба хулинче финиш пулать. Хальлӗхе вара кăçал 40 çул тултаракан раллинче малти вырăнсем йышăнассишӗн хӗрсех ăмăрту пырать.

Январӗн 16-мӗшӗнче 10-мӗш тапхăр пуçланнă çӗре Лимăра старт илнӗ 44 грузовикрен 30-шӗ кăна юлнă. Ку кăтартăва япăх теме çук, мӗншӗн тесен ытти категорисенче ăмăртуран тухса ӳкнисен йышӗ тата пысăкрах. 92 автомобильтен Сальта - Белен ятарлă участокри чупăва 54-шӗ кăна тухнă, 139 мотоциклран - 92-шӗ, 49 квадроциклтан - 36-шӗ.

Аргентинăри Катамарка провинцийӗн территорийӗ (10-мӗш тапхăр шăпах унта иртет) пирӗн «КАМАЗсемшӗн» ăнăçлах вырăн мар. Ик çул каялла кунта Э.Николаевăн машини хăяккăн тӳнсе кайнăччӗ, А.Мардеев хăйăр çинче путса ларнăччӗ. Кăçал та йывăрлăхсемсӗр пулмарӗ: Николаевăн машинин малти редукторӗ ваннă, Мардеевăн урапи сирпӗнсе шăтнипе ăна улăштарса вăхăт ирттерме тивнӗ, çитменнине генераторсем пӗрин хыççăн тепри ӗçлӗхрен тухнă, Шибаловăн машини çунма пуçланă.

Çапах та 10-мӗш тапхăр хыççăн пӗтӗмӗшле зачетра Эдуард Николаев экипажӗ пӗрремӗш вырăн сыхласа хăварма пултарнăччӗ-ха. Иккӗмӗш вырăнта Федерико Виллагра (IVECO) аргентинец пырать, виççӗмӗш - Сергей Вязович (МАЗ) белорус. Эдуард Николаевăн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра çӗнтерес тесе пур майсемпе те усă курма тăрăшать. Туписа - Сальта ятарлă участока вăйлă ливень çунипе пăрахăçлама тивни те кулянтарнă ăна, ара, пӗрре мар ралли пьедесталӗ çинче тăнă чемпион Раççей экипажне хуса çитсе иртсе каяс тесе пур участоксемпе те туллин усă курма тăрăшать. Çитменнине тăван çӗршывӗнче кашни участока лайăх пӗлет Виллагра.

Январӗн 17-мӗшӗнче 11-мӗш тапхăр Чилесито тăрăхӗнче иртрӗ. Кунран кун, финиш çывхарса пынă май ăмăртакансене йывăртарах та йывăртарах пулса пырать. Ралли старт илнӗренпе экипажсем ывăнса çитни те палăрать, çанталăкӗ те питӗ шăрăх, машинăсем те ванса çеç тăраççӗ. Ралли вӗçленсе пынă май ятарлă участоксем те кăткăссисем тата: типсе кайнă çырмасем, типсе хăрнă йывăç-курăк, машина ураписемшӗн хăрушă çивӗч чулсем, хăйăр кӗрчӗсемпе чăнкă сăрчӗсем, çул çукки...

Малтан Э.Николаевăн машинин урапи шăтнă, унтан тапхăрăн 83-мӗш километрӗнче кардан валӗ юрăхсăра тухнă. Икӗ хутӗнче те вӗсене А.Мардеев экипажӗ пулăшу панă. Юсав ӗçӗсене туса хаклă вăхăта çухатнипе 11 тапхăр хыççăн халиччен 1-мӗш пынă Николаев иккӗмӗш вырăна анса ларнă, Федерико Виллагра - пӗрремӗш.

Шел те, 11-мӗш тапхăр хыççăн Антон Шибаловăн экипажӗ чупуран тухса ӳкрӗ. Унчченхи тапхăрта машинăра пушар тухни, экипаж ăна хăйӗн вăйӗпе сӳнтерсе ятарлă участокăн иккӗмӗш пайне те тухма вăй çитернӗ пулин те, грузовике самаях сиенлени палăрнă. Çакна шута илсе 11-мӗш тапхăрта А.Шибалов экипажӗ пӗтӗм контрольлӗ точкăсем урлă иртмесӗр финиша çитме йышăну тунă. Çавăнпа судьясем Раççей командине ăмăртуран кăларнă. «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçи В.Чагин халиччен А.Шибалов экипажӗ пурнăçланă васкавлă техника пулăшăвӗн тивӗçӗсене Д.Сотников çине хунă.

Хаçата пичете панă вăхăт тӗлне 11-мӗш тапхăрăн пӗтӗмлетӗвӗсем кăна паллăччӗ-ха. Грузовиксен зачечӗн генеральнăй классификацийӗ çапларах: 1-мӗш - Федерико Виллагра (IVECO) (40:04:27), 2-мӗш - Эдуард Николаев (КАМАЗ) (+00:01:07), 3-мӗш - Сергей Вязович (МАЗ) (+03:07:22), 4-мӗш - Айрат Мардеев (КАМАЗ) (+04:40:00) ... 8-мӗш - Дмитрий Сотников (КАМАЗ) (+05:52:44).

Умра тата виçӗ тапхăр юлчӗ. Çырчалли спортсменӗсене ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: