Сувар

Сасăсем хӗтӗртнӗ...

30 çулти хӗрарăм-преступника ӗненес пулсан, Çырчалли хулинче октябрӗн 29-мӗшӗнче пулнă хăрушă преступленин сăлтавӗ темле сасăсенче, шăпах вӗсем 53-ри тăван амăшне вӗлерме хушнă та имӗш. Çак тӗллевпе вăл çӗçӗ илнӗ те çывăракан инвалид-амăшне темиçе хутчен кăкăрӗнчен чикнӗ, унтан пӳлӗмрен тухнă. Анчах та кăшт вăхăт иртсенех хăй шухăшне пурнăçа кӗртнине тӗрӗслеме тесе...

30 çулти хӗрарăм-преступника ӗненес пулсан, Çырчалли хулинче октябрӗн 29-мӗшӗнче пулнă хăрушă преступленин сăлтавӗ темле сасăсенче, шăпах вӗсем 53-ри тăван амăшне вӗлерме хушнă та имӗш. Çак тӗллевпе вăл çӗçӗ илнӗ те çывăракан инвалид-амăшне темиçе хутчен кăкăрӗнчен чикнӗ, унтан пӳлӗмрен тухнă. Анчах та кăшт вăхăт иртсенех хăй шухăшне пурнăçа кӗртнине тӗрӗслеме тесе пӳлӗме таврăнма шутланă, анчах амăшӗ çак вăхăтра алăка шалтан питӗрсе илме ӗлкӗрнӗ. Хытă кăшкăрса пулăшу ыйтнă сасса илтсе кӳршисем йӗрке хуралçисене чӗнтернӗ те.

Допросра хӗрарăм амăшне вӗлерме пуçри темле сасăсем хушнине каланă. Хальхи вăхăтра ăна психиатри диспансерне вырнаçтарнă, уголовнăй ӗçе малалла тӗпчеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: