Сувар

г. Казань

16+
Нaши герои

«Тарса çӳреместӗп. Тивӗçе пурнăçлатăп та таврăнатăп...»

Ятарлă çар операцийӗ пиллӗкмӗш çул пырать. Çак тапхăрта мӗн чухлӗ çын шăпи пирки пӗлтӗмӗр эпир. Кашни истори чуна пырса тивет. Хăш-пӗр чух пӗр шанăç çук çӗртенех Раççей салтакӗсем тӗлӗнмелле майпа сывă юлни пирки каласа паракан тӗслӗхсем те чылай. Анчах та, шел пулин те, пурне те çавăн пек шăпа пӳрмен çав...

Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ Алексей Петрова тăван ене каялла таврăнма пӳрмен. Ятарлă çар операцийӗнче çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Алексей Александровича IV степеньлӗ Георгий хӗресӗпе, Жуков, «За боевые отличия», «За спасение погибавших», «Участник СВО» медальсемпе, Паттăрлăх орденӗпе (вилнӗ хыççăн) наградăланă. 

Мал ӗмӗтлӗ каччă

Алексей Петров 2024 çулхи августăн 23-мӗшӗнче çар тивӗçне пурнăçланă чух паттăррăн пуç хунă. 24 çулти каччă юлташӗсене çăлса хăварас тесе хăйӗн пурнăçне шеллемен: 34497-мӗш çар чаçӗн 1-мӗш стрелоксен батальонӗн 3-1-мӗш стрелоксен ротин 2-мӗш взвочӗн снайперӗ юлашки пульли пӗтиччен тăшманпа çапăçнă…

Алексей 2000 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Александр Василь­евичпа Татьяна Валерьевна Пет­ровсен çемйинче çуралнă. Вăл ашшӗпе амăшӗн иккӗмӗш ачи, аппăшӗпе шăллӗ пур тата Алексейӗн. Мӗн пӗчӗкрен Алеша хăюллă, ырă кăмăллă, темпе те интересленекен ача пулнă. Шкулта аван вӗреннӗ, спорта юратнă – хӗлле хоккейла вылянă, çулла – футболла, каçсерен – биль­ярдла...

Ялти пуçламăш шкула пӗтерсен малалла Савгачевăри вăтам шкулта вӗреннӗ. Лăпкă характерлă, ӗçчен, мал ӗмӗтлӗ ача 9 класс пӗтерсен алла професси илме шутлать – Чистайри Г.И.Усманов ячӗллӗ ял хуçалăх техникумне вӗренме кӗрет. 2020 çулхи кӗркунне салтака кайнă. Мускавра Росгварди çарӗсенче хӗсмет иртнӗ вăл. 

Салтакра чух Алексей салтак тивӗçне йӗркеллӗ пурнăçласа часрах киле таврăнса машина туянма ӗмӗтленнӗ. Таврăнсан, чăн та, тăрăшса ӗçлесе укçа пухнă та хăйӗн ӗмӗтне пурнăçланă – автомобиль туяннă. Питӗ савăннă вăл çакăншăн, ашшӗпе амăшӗ ывăлӗпе мăнаçланнă. Ӗçе вырнаçма Анат Кама хулине кайнă каччă. Ятарлă çар операцине кайма повестка илни пирки шăп унтан шăнкăравласа каланă та вăл аппăшне. Алексее пурте ан кай тесе ӳкӗтленӗ, анчах вăл яхăнне те яман. «Мана повестка панă-тăк, эппин каймалла. Тарса çӳреместӗп. Тивӗçе пурнăçлатăп та таврăнатăп», – кӗске пулнă унăн хуравӗ. 

Анне çавăн пек хытă макăрнине курманччӗ

2022 çулхи октябрӗн 28-мӗ­шӗнче тулли мар мобилизаци йӗркипе Алексей Петров ятарлă çар операцине тухса кайнă. «Пӗтӗм тăван, юлташсем пуçтарăнчӗç. Çав кунхи ире нихăçан та манас çук. Анне çавăн пек хытă макăрнине эпӗ унччен пӗрре те курман...» – аса илет Алексейӗн аппăшӗ Диана. 

Мобилизаципе кайнисене икӗ уйăх вӗрентнӗ те СВО зонине ăсатнă. Алексей ялан тăванӗсемпе çыхăнура пулнă, нумай çыр­нă. Сăнӳкерчӗксем те туса янă. Аппăшне вӗсене упрама ыйтнă, таврăнсан мана кăтартăн тенӗ. 

Вăрçă вăрçă ӗнтӗ вăл, ăна мирлӗ пурнăçпа танлаштараймăн. Пирвайхи штурмран ырă-сывă таврăнсан тӳрех аппăшне шăнкăравланă вăл. «Хаяр çапăçуран чӗрӗ таврăнма пулăшнăшăн Турра чӗркуçленсех тав турăм», – тенӗ каччă. Саврăшпуç йӗкӗчӗ çакăн хыççăн снайпера вӗреннӗ.  

Çулталăкран, 2023 çулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче, икӗ эрнелӗхе кӗске отпуска килнӗ. Пурте – ­çемье, юлташсем, ял-йыш – савăннă. Мӗншӗн тесен питӗ кӗтнӗ тӗлпулу пулнă вăл. Аппăшӗ Диана каласа панă тăрăх, Алексейӗн кӳршӗ ялти çывăх тусӗ вăйлă аманнă пулнă. Петров вара ăна çапăçу хирӗнче пăрахса хăварман, çурăмӗ çинче йăтса тухса пурнăçне çăлса хăварнă. Паттăр салтак отпуска таврăнсан Сергей ăна хăйне пăрахманшăн тав тума ятарласах килнӗ. Сăмах май, Алексей хăй те икӗ хутчен аманнă. 

Икӗ эрнене тăсăлнă отпуск питӗ хăвăрт иртнӗ – Алексей каллех ятарлă çар операцине тухса кайнă. 

Ывăлӗ сывă тесе юлашки самантчен шаннă

2024 çулхи августăн 18-мӗ­шӗнче Алексей юлашки хут çыхăнăва тухнă – амăшне СМС янă. Кун хыççăн унран шăнкăрав та пулман, хыпар та килмен... Александр Васильевичпа Татьяна Валерьевна канăçне çухатмаллипех çухатнă, телефонӗсене алăран яман: кăнтăрла ывăлӗн вӗсемпе çыхăнма вăхăчӗ е майӗ пулман пуль, каçпа е çӗрле шăнкăравлӗ тесе кӗтнӗ... Чăтма май çук пулса кайсан çын курман чух картишне тухса чунӗсем каниччен макăрнă, унтан каллех кулленхи ӗçсем патне таврăннă... 

Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Алексейӗн ашшӗ тăванӗсемпе пӗрле Дон-çи-Ростова ывăлне шырама тухса кайнă. Анчах та моргра вăл хăйӗн тӗпренчӗкне палласа илеймен: те сывах-ха тесе шанма пăрахманнипе, те палламалла мар улшăннипе, тен, вăл та пулман... Алеша тем тесен те чӗрех-ха тесе шанса ДНК-анализ панă та пысăк шанăçпа киле таврăннă. Анчах та тем чухлӗ кӗтсен те юратнă ывăлӗ çыхăнăва тухман...

Ялта Петровсен ывăлӗ вилнӗ тесе калаçнă. Анчах çак усал хыпара ашшӗ-амăшӗн чӗри епле шантăр-ха?.. 2025 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче каллех Дон-çи-Ростова тухса кайнă Пет­ровсем. Командирсем ку чăнах та вӗсен ывăлӗ тесе шантарсах каланă. Анчах та ДНК пӗр килмен. Тепӗр хут çав анализа панă вӗсем. Ноябрь пуçламăшӗнче вӗсене шăнкăравласа ДНК пӗр килни пирки пӗлтернӗ... 

Ашшӗпе амăшӗ ку хыпара ­илтсен те ывăлӗ текех çут тӗнчере çуккине шанасшăн пулман. Темиçе хутчен ДНК анализӗ парса тӗрӗслеттернӗ. Шел пулин те, хальхинче ку чăнах та вӗсен ывăлӗ пулнă... Паттăр салтака Алексей Петрова кăçалхи январӗн 22-мӗшӗнче тăван яла илсе килнӗ. 23-мӗшӗнче пӗтӗм ял-йыш, тавра ялсем ăна юлашки çула ăсатрӗç.

Ывăлне çухатнă ашшӗпе амăш­не лăплантармалли сăмахсем тупма та май çук. Шутлама кăна вӗт... Урăх вӗсем юратнă ывăлне ыталаймӗç, унăн ачисене утьăкка сиктереймӗç, мӗншӗн тесен Алексей çемье çавăрса ӗлкӗреймен. Петровсен ывăлӗ ятарлă çар операцийӗнче салтак тивӗçне пурнăçласа, Тăван çӗршыва хӳтӗлесе паттăррăн пуç хунă. Çирӗп йышăну туса, паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартса хăйӗн тăван ялӗн, районӗн, Тăван çӗршывăн историне хăйӗн ятне çырса хăварнă. Александр Васильевичпа Татьяна Валерьевнăна çӗре çити таймапуç çавăн пек паттăр ывăл çуратса ӳстернӗшӗн. Алексее ял-йыш та, çарти тата тăван тăрăхри юлташӗсем те, ентешӗсем те нихăçан та манмӗç. 

 

Станислав ЛЕОНТЬЕВ.

Анат Камăри сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен 

«Надежда» шкулӗ,

10-мӗш класс.

Петровсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Аксубаево Герои СВО СВО Наши герои