Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Аслисене хисеплеме вӗрентнӗ

Учительсен профессийӗ çă­мăл мар, уйрăмах ялти шкулта ӗçлесе пурăнакан учитель пулсан. Пурне те пӗр вăхăтра ӗлкӗрмелле: уроксене хатӗрленмелле - кашни кун шыравра пулмалла, вӗренекенсемшӗн те, хăйсен ачисемшӗн те тӗслӗх пулмалла. Учительсен çемйин­че çуралнăскер çакна хам куçпа хам курса ӳснӗ. Манăн пӗрремӗш учитель - Лидия Николаевна Ермилова - манăн анне. Вăл...

Учительсен профессийӗ çă­мăл мар, уйрăмах ялти шкулта ӗçлесе пурăнакан учитель пулсан. Пурне те пӗр вăхăтра ӗлкӗрмелле: уроксене хатӗрленмелле - кашни кун шыравра пулмалла, вӗренекенсемшӗн те, хăйсен ачисемшӗн те тӗслӗх пулмалла. Учительсен çемйин­че çуралнăскер çакна хам куçпа хам курса ӳснӗ. Манăн пӗрремӗш учитель - Лидия Николаевна Ермилова - манăн анне. Вăл Нурлат районӗнчи Куракьелӗнче çуралса ӳснӗ, Теччӗри педагогика училищинче вӗренсе тухнă. Анне каласа панă тăрăх, Теччӗри педагогика училищи манăн ăнлавра - тӗнчери чи лайăх училище. Училищӗре ӗçлекен преподавательсем, вӗсен урокӗсем çинчен хавхалануллă, çӗкленӳллӗ туйăм­па каласа панисем асра юл­нипе пулӗ. Преподавательсем çинчен яланах хисеплесе калаçнине илтнӗ. Училищӗре тарăн пӗлӳ илни, вӗреннӗ чухнехи çак туйăмсем пӗтӗмпе Л.Н.­Ермилова ирттерекен уроксене витӗм кӳнӗ. Лидия Николаевнăн педагог стажӗ вăтăр сакăр çул. Вăл тăван ялӗнче (Куракьелӗнче), Анат Чаллăри, Лачакари шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, 1979 çултан пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен Якаелӗнчи вăтам шкулта пуçламăш классен учителӗ пулса ӗçленӗ. Нурлат районӗнчи (çывăхри темиçе шкулта ӗçлекен) пуçламăш класри учительсен методика пӗрлешӗвне çирӗм пилӗк çул ытла ертсе пынă. Ачасене вӗрентес ӗçри ăнăçусемшӗн Хисеп хучӗсене тивӗçнӗ. Педагогика ӗçӗн ветеранӗ.
Атте - Владимир Васильевич Ермилов - географи учителӗ. Вăл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче çуралса ӳснӗ. Элметри физкультура техникумне, унтан Хусанти патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ. Уроксене интереслӗ ирттерме нумай кӗнеке-журнал вуланă. Килте кӗнеке яланах нумай пулнă пирӗн. Атте вăтам тата аслă классене вӗрентнӗ. Учитель ӗçӗ унăн Салтакьелӗнчи пуçламăш шкулта пуçланнă. Унта ӗçленӗ вăхăта вăл уйрăмах ăшшăн аса илет. Владимир Васильевич Куракьелӗнчи, Анат Чаллăри шкулсенче, 1977 çултан пуçласа тивӗçлӗ канăва тухиччен Якаелӗнчи вăтам шкулта ӗçленӗ. Унăн педагогика стажӗ 39 çул. ТР вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хутне тивӗçнӗ (2010).
Шкулта вӗреннӗ чухнехи çулсенче те, кайран та манăн чи çывăх çынсем - аттепе анне - кăмăл, чун туртнипе учитель­те ӗçлесе пурăннă çынсем - маншăн яланах ырă тӗслӗх пулнă. Тӗрӗслӗхе, тăрăшулăха, сăпайлăха, аслисене хисеплеме вӗ­рентнӗ. Чун-чӗререн пысăк тав вӗсене уншăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев