Сувар

Чăваш ялӗсенче спорт ăмăртăвӗсем иртӗç

Чăваш кӗрешӗвне кăмăллакансем Нурлат районӗнчи Ялавăрта çулсерен иртекен ăмăртăва хутшăнма пултараççӗ. Вăл мартăн 18-мӗшӗнче 10 сехетре вырăнти шкулта пуçланать. Çак ялта çуралса ӳснӗ ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн ирттерекен кӗрешӗве Тутарстан спортсменӗсемсӗр пуçне Самар облаçӗн паттăрӗсем те хутшăнӗç. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра мартăн 19-мӗшӗнче йывăр атлетика турнирӗ иртӗ. Ăна...

Чăваш кӗрешӗвне кăмăллакансем Нурлат районӗнчи Ялавăрта çулсерен иртекен ăмăртăва хутшăнма пултараççӗ. Вăл мартăн 18-мӗшӗнче 10 сехетре вырăнти шкулта пуçланать. Çак ялта çуралса ӳснӗ ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн ирттерекен кӗрешӗве Тутарстан спортсменӗсемсӗр пуçне Самар облаçӗн паттăрӗсем те хутшăнӗç.
Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра мартăн 19-мӗшӗнче йывăр атлетика турнирӗ иртӗ. Ăна вырăнти шкулта физкультура вӗрентекенӗ пулса ӗçлене Анатолий Тарасова халалланă. Штангистсен турнирӗ 10.00 сехетре пуçланать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: