Сувар

г. Казань

Нурлат (Нурлатский)

Чи лайăх кукамай Нурлатра пурăнать

Нурлат районӗн чи лайăх кукамайӗ Андреевка ялӗнче пурăнать. Вăл 2016 çулта иртнӗ чăваш-кукамайсен «Чи лайăх кукамай» район конкурсӗнче çӗнтернӗ Альбина Алексеевна Абрамова (сăнӳкерчӗкре сулахайран иккӗмӗш). Мероприятие вырăнти ЧНКЦ йӗркелесе Нурлатри Туслăх çуртӗнче ирттерет. «Чи-чи» ята тивӗçес тесен кукамайсен самай тăрăшма тивет иккен: тутлă пӗçерме, хăйпе илемлӗн паллаштарма тата юрлама-ташлама пӗлмелле....

Нурлат районӗн чи лайăх кукамайӗ Андреевка ялӗнче пурăнать. Вăл 2016 çулта иртнӗ чăваш-кукамайсен «Чи лайăх кукамай» район конкурсӗнче çӗнтернӗ Альбина Алексеевна Абрамова (сăнӳкерчӗкре сулахайран иккӗмӗш).

Мероприятие вырăнти ЧНКЦ йӗркелесе Нурлатри Туслăх çуртӗнче ирттерет. «Чи-чи» ята тивӗçес тесен кукамайсен самай тăрăшма тивет иккен: тутлă пӗçерме, хăйпе илемлӗн паллаштарма тата юрлама-ташлама пӗлмелле. Тӗп пулăшуçисем кунта - мăнукӗсем.

Вырăнти ЧНКЦ председателӗ Галина Владимировна Тереньтева пӗлтернӗ тăрăх, ку конкурсран пӗр кукамай та парнесӗр каймасть, кашни мӗнле-тӗр номинацире палăрать. Çапах та чи пултарулли «Чи лайăх кукамай» тӗп титула тивӗçет.

Хальхи вăхăтра Нурлат районӗнчи чăваш ялӗсенчи кукамайсен кунӗ-кунӗпе ал ӗç тытса ларма май çук, вӗсем черетлӗ конкурса хатӗрленеççӗ. Нурлатри чи лайăх чăваш-кукамая кăçал мартăн 6-мӗшӗнче палăртаççӗ. Шăпах çав кунхине Нурлатри Туслăх çуртӗнче

« Чи лайăх кукамай» конкурс иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев