Сувар

Джулия Максюткинана Нурлат çамрăкӗсен лидерне суйланă

Нурлатра та ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин представительстви пур халӗ. Ăна ӗнер Нурлатри Туслăх Çуртӗнче иртнӗ район çамрăкӗсен слетӗнче йӗркеленӗ. Ертӳçине вара пурте пӗр саслăн пулса пултаруллă чăваша, Якаел хӗрне Джулия Максюткинана суйланă. Шăпах ăна панă та ассамблея ялавне. Слета ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин ертӳçипе Тимур Кадыровпа делегацийӗ, Нурлат хулинчи шкулсенче...

Нурлатра та ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин представительстви пур халӗ. Ăна ӗнер Нурлатри Туслăх Çуртӗнче иртнӗ район çамрăкӗсен слетӗнче йӗркеленӗ. Ертӳçине вара пурте пӗр саслăн пулса пултаруллă чăваша, Якаел хӗрне Джулия Максюткинана суйланă. Шăпах ăна панă та ассамблея ялавне.

Слета ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин ертӳçипе Тимур Кадыровпа делегацийӗ, Нурлат хулинчи шкулсенче вӗренекен аслă классем, аграри техникумӗн студенчӗсем, çамрăк учительсем, «Единая Россиян Çамрăк Гвардийӗ» организацин пайташӗсем, «Волонтер» центрăн хастарӗсем, районти культура, Ӗçтăвкомăн çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗсен предавителӗсем хутшăннă.

Слетăн программи те анлă пулнă: Раççей çамрăкӗсен грант конкурсӗсен презентацийӗ, «Многоликая Россия» фотопроекта кăтартни, МУВИ театр-форумăн мастер-класӗсем. Кунсăр пуçне çамрăксен хушшинче экстремизмпа терроризм профилактикин темипе калаçусем иртнӗ.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, çӗнӗ представительство Нурлатри Халăхсен Туслăх çуртӗнче вырнаçӗ. Унăн тӗллевӗ - районти нацисен хастар çамрăкӗсенчен актив йӗркелесе халăхсен наципе культурине сыхласа хăварассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кӗртесси.

Яваплă ӗçе шанса панă ятпа саламлас шутпа эпир Джулияпа хăйӗнпе çыхăнтăмăр. Паллă ӗнтӗ, хальлӗхе актив йӗркеленмен-ха, апла пулин те унта 10 чăваш çамрăкӗ пуррине, малашне çак ӗçе чăвашсене май пур таран нумайрах явăçтарассипе ӗçлеме пуçлассине пӗлтерчӗ вăл.

Çамрăксемпе ӗçлесси Джулияшăн пӗлмен ӗç мар, вăл студент чухнех Хусанти чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн хастарӗччӗ. Хальхи вăхăтра Нурлатри Халăхсен Туслăх çуртӗнче методист пулса тăрăшать.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: