Сувар

Кăçалхи Тӗп Уяв Нулатра июлӗн 8-мӗшӗнче пулать

Нурлатри «Уяв» кăçал та, ытти çулсенчи пекех, Нурлат аэропорчӗн çывăхӗнчи тӗп хапха патӗнче чаплă хăнасене кӗтсе илессинчен пуçланӗ. Вӗсене çăкăр-тăварпа кӗтсе илсе, сăра ӗçтерсе чăваш эрешӗллӗ питшăлли панă хыççăн «Çăлкуç» халăх ансамблӗ юрă юрлама малалла иртме сӗнӗ. Хăнасем «Палан» ансамбльпе пӗрле пӗчӗк юханшыв урлă каçса алă ӗç тăвакан ачасем патне...


Нурлатри «Уяв» кăçал та, ытти çулсенчи пекех, Нурлат аэропорчӗн çывăхӗнчи тӗп хапха патӗнче чаплă хăнасене кӗтсе илессинчен пуçланӗ. Вӗсене çăкăр-тăварпа кӗтсе илсе, сăра ӗçтерсе чăваш эрешӗллӗ питшăлли панă хыççăн «Çăлкуç» халăх ансамблӗ юрă юрлама малалла иртме сӗнӗ. Хăнасем «Палан» ансамбльпе пӗрле пӗчӗк юханшыв урлă каçса алă ӗç тăвакан ачасем патне килсе тухӗç.
Ун хыççăн хăнасен процессийӗ импровизациллӗ вырăнсенче пулса курӗ. Вӗсем «Унер салонӗнче», «Маçтăрсен хулинче» пулса курӗç, чăваш халăх йăлисене упракансемпе тӗл пулӗç, «Пурнăç йывăççине» тăвакансемпе пӗрле мастер-класа хутшăнӗç тата чăваш халăхӗн литература тӗнчипе паллашӗç.
Уяв лапамӗнче уйрăммăн «Арман лаççи» ларӗ. Кунта нурлатсен тыррипе, çăнăхӗпе, çăкăрӗпе паллашӗç. Тин пиçнӗ пашалу тутаннă хыççăн хăнасем «Сăра лаççине» çул тытӗç. Кунта сăра вӗретекенсем хăйсен вăрттăнлăхӗсене уçса парӗç. Килти сăра тутаннă хыççăн сим-пыл тăвакансем патне килсе çитӗç Уяв хăнисем. Кунта паллă ӗнтӗ, вӗсене пылран тунă ӗçме-çимепе, техӗмлӗ чейпе сăйлӗç. Фитобар ӗçлӗ.
«Юмăç çурчӗ» кăçалхи Уявăн хăйевӗрлӗхӗ. Тӗп вырăнта кунта сиплеме пӗлекен мучи пулӗ, вăл курăк сӗткенӗсенчен ӗçмелли хатӗрлесе кăтартӗ.

Çак кун «Ачасен хули» те ӗçлӗ. Кунта чăвашхалăх вăййисене вылӗç, пукане театрӗ ӗçлӗ, «Уяв ачасен куçӗсемпе» ятлă курав пулӗ. Нурлат районӗнчи ача-пăча коллективӗсем «Ачалăх - асамат кӗперӗ» ятлă концерт кăтартӗç.
Тӗп
Уяв вуннăра пуçланать. Малтан пуçлăхсене сăмах параççӗ унтан чи аслине. Вăл йăласене кирлӗ пек туса ирттернӗ хыççăн Нурлата килсе çитнӗ фольклор коллективӗсем карталанса Уяв юррисене юрлӗç.
Чăваш кил-çуртӗнче кăçал çӗнӗ çурт хăтланине кăтартса парӗç. Унтах качча кайнă хӗрарăмсене сурпан сырма вӗрентӗç. Анатри тата тури чăвашсен туй кӗписене кăтартса парӗç. Çавăн пекех «Эпӗ Уява юрататăп» ятлă фотозона та ӗçлӗ. Хальхи йăлапа «Уяв» логотипӗпе тимӗр укçа та çапма май пулать. Тимӗрçӗсем хăйсен алă ӗçӗсене кăна мар, ташласа та кăтартӗç. Тăм савăт тăвакан лаçа эпир пӗлтӗр курнăччӗ. Хитре хӗрсемпе пӗрле хурăн турачӗ çине хăюсем çыхасси те Нурлат Уявӗнче йăлана кӗрсе пырать.
Халăх апат-çимӗçӗн, сăрин, ал-ӗç хатӗрӗсен конкурсӗсемсӗр пуçне пысăкрах ăмăртусем те пулӗç Уявра. «Уяв пики» яланхи пекех хăйӗн вырăнӗнче иртӗ, «Чăваш паттăрне» кӗрешӳ кавирӗ палăртӗ. «Кала, хут купăс!» конкурса та мантарса хăварман чăваш уявне йӗркелекенсем.

Унсăр пуçне Уяв хăнисене Тутарстанри тата Раççей Федерацийӗнчи фольклорпа эстрада ансамблӗсем кунӗпе юрă-ташăпа савăнтарӗç.
Уява хутшăнма кăмăл тăвакан ансамбльсем ТР ЧНКА Ӗçтăвкомне 89179071472 номерпе шăнкăравлама пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: