Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Кăмпаçăсем çине вăкăр тапăннă

Июлӗн 5-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Хуралту çывăхӗнче хӗрарăмпа арçынна вăкăр тапăннине хыпарлать ТР Следстви комитечӗн Следстви управленийӗн пресс-служби. Сурансене пула арçын вырăнтах вилсе кайнă, аяк пӗрчисем хуçăлнă хӗрарăма васкавлă пулăшупа больницăна ăсатнă. Ку факта следовательсем тӗрӗслеççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, Якаелӗнче пурăнакан арăмӗпе упăшки çерем çине кăмпа пуçтарма тухнă иккен. Хăйсем...

Июлӗн 5-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Хуралту çывăхӗнче хӗрарăмпа арçынна вăкăр тапăннине хыпарлать ТР Следстви комитечӗн Следстви управленийӗн пресс-служби. Сурансене пула арçын вырăнтах вилсе кайнă, аяк пӗрчисем хуçăлнă хӗрарăма васкавлă пулăшупа больницăна ăсатнă.

Ку факта следовательсем тӗрӗслеççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, Якаелӗнче пурăнакан арăмӗпе упăшки çерем çине кăмпа пуçтарма тухнă иккен. Хăйсем çав тери ӳсӗр пулнă. Çав вăхăтра кӗтӳç çырма урлă ӗне кӗтӗвне хăваласа каçнă. Мӗн сăлтава пула ним çук çӗртен вăкăр кăмпаçăсем çине тапăнни хальлӗхе паллă мар. Пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев