Кашни Уяв хăйӗн паттăрӗсемпе чаплă

Нурлатра июлӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раççей Уявӗ çинчен тӗплӗнрех çырса кăтартиччен малтан чăвашсен çулталăкри чи чаплă уявӗ пултăр тесе тăрăшакансене палăртса хăварас килет. Нурлат район администрацийӗн, Ӗçтăвкомӗн, Нурлатри Туслăх Çурчӗн, Культура управленийӗн хастар ӗçченӗсене, паллах, пысăк Тав сăмахӗ каламалла. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗ те кăçалхи Уява самаях хутшăнчӗ. Сăмахран, «Уяв пики»,...
Нурлатра июлӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раççей Уявӗ çинчен тӗплӗнрех çырса кăтартиччен малтан чăвашсен çулталăкри чи чаплă уявӗ пултăр тесе тăрăшакансене палăртса хăварас килет. Нурлат район администрацийӗн, Ӗçтăвкомӗн, Нурлатри Туслăх Çурчӗн, Культура управленийӗн хастар ӗçченӗсене, паллах, пысăк Тав сăмахӗ каламалла. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗ те кăçалхи Уява самаях хутшăнчӗ. Сăмахран, «Уяв пики», «Уяв купăсçи», «Чăваш çурчӗ» интерактивлă площадкăсенчи мешехесене йăлтах чăваш автономийӗн вăйӗпе ирттернӗ. Чăваш кӗрешӗвӗ валли те условисем туса парас ӗçе хутшăнчӗç вӗсем. Укçа-тенкӗ енчен пулăшакансем те сахал мар пулчӗç: В.В.Иванов, А.Н.Павлов, С.И.Серендеев, В.А.Алексашкин, В.А.Гаврилов, А.С.Огонев, Н.Р.Абруков, А.Л.Клементьев, А.К.Самаренкин, Ш.Г.Ягудин, В.А.Казаков, К.А.Малышев тата ыттисем те. Çапах пуринчен те ытларах хулăм Д.А.Самаренкинпа В.В.Сандимиров хучӗç. Д.А.Самаренкин республикăри чăваш фольклор ансамблӗсене тата Нурлатри чăваш центрне нумай чăваш тумӗ парнелерӗ, тӗп сценăна капăрлатма пулăшрӗ. Тутарстан чăвашӗсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлӗхӗн çумӗ В.В.Сандимиров укçа-тенкӗпе пулăшнисӗр пуçне кӗрешӳ валли парнесем илсе пачӗ, чăваш ансамбльне купăс парнелерӗ, чăваш çуртне - пукане. Çак çынсене манăн «Уяв» паттăрӗсем теес килет. Вӗсем пысăк хисепе тивӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç4200
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.4400
-
6 марта 2021 - 08:00Фермерсем, сире 100 пин тенкӗ кӗтет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви ТР Правительстви пулăшнипе фермерсен хушшинче «Тутарстан Республикин фермер династийӗ» конкурс пуçарнă. Çӗнтерӳçӗсене тӗп парне – 100 пин тенкӗ укçан преми – кӗтет.3800
-
5 марта 2021 - 20:50ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче ҫитес пухӑва сӳтсе яврӗҫ Самантпа усӑ курса ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ хӗрарӑмсене ҫывхаракан уявпа саламларӗ7301
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ2400
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ40712
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ16400
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ283800
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ19300
-
3 марта 2021 - 21:43Вӑрманҫӑсем йывӑҫ лартма хатӗрленеҫҫӗ Вӑрман лартас сезона кӑҫал апрелӗн 19-мӗшӗнче уҫма хатӗрленеҫҫӗ13900
-
3 марта 2021 - 17:54Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ13601
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика