Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Мур илесшӗ!

Иртнӗ эрнекун Нурлат районӗнчи Ялавăр ял хутлăхне кӗрекен Сосоновкăра ветеринарсем сыснасен африка мурне асăрханине пула районти хăш-пӗр ялсене карантина илнӗ. Сосновкăпа кӳршӗллӗ Ялавăр, Чăваш Тӗкӗрмел, Рождественский, Стекольный, Петровский поселокӗ, Кирпичное ялӗсене карантинăн пӗрремӗш зонине кӗртнӗ. Ветеринарсем çак ялсенче кил тăрăх çӳресе çынсен мӗн чухлӗ сысна пулнине тӗрӗсленӗ. Вӗсене çийӗнчех укол...

Иртнӗ эрнекун Нурлат районӗнчи Ялавăр ял хутлăхне кӗрекен Сосоновкăра ветеринарсем сыснасен африка мурне асăрханине пула районти хăш-пӗр ялсене карантина илнӗ. Сосновкăпа кӳршӗллӗ Ялавăр, Чăваш Тӗкӗрмел, Рождественский, Стекольный, Петровский поселокӗ, Кирпичное ялӗсене карантинăн пӗрремӗш зонине кӗртнӗ. Ветеринарсем çак ялсенче кил тăрăх çӳресе çынсен мӗн чухлӗ сысна пулнине тӗрӗсленӗ. Вӗсене çийӗнчех укол туса вӗлернӗ. Унтан виçсе, хуçине алă пустарса илсе кайса çунтарнă. Сосновкăра 40 ытла çын кăна пурăнать. Сысна усракансем сахалăн мар. Апла пулин те карантина пула кӳршӗ ялсенчи сыснасене те ветеринарсем васкавлăн тӗп тунă. Ялавăр ял хутлăхӗнче вăл 200 ытла пуç. Сыснасемпе уйрăлнăшăн хуçисене компенсаци парăнать. Анчах хальлӗхе мэӗн чухли паллă мар-ха. Карантин йӗркипе çӳлерех асăннă ялсенчен нимӗнле апат çимӗç те илсе тухма юрамасть.

Карантина 40 куна çирӗплетнӗ тесе калаçаççӗ. Шурă халатлă çынсем ялсене кӗнӗ çӗрте транспорта дезинфекцилеççӗ. Вырăнти сунарçăсем çывăхри вăрмансенче хир сыснисен ушкăнӗсене шыраççӗ. Мур сăлтавӗ вӗсем пулма пултарнă теççӗ. Анчах хальлӗхе сысна мурӗллӗ хир сыснисене тупса палăртман-ха. Эпидеми вырăнӗ чăваш ялӗ пулнăран чире Чăваш Республикинчен илсе килме пултранă текен верси те пур пулмалла ветеринарсен. Ветслужба ӗçченӗсем нурлатсем Чăваш Республикнчен выльăх-чӗрлӗх илсе килни-килменнипе кăсăкланнă. Аса илтеретпӗр, Унти Пăрачкав тата Улатăр районӗсенче иртнӗ уйăхра сыснасен африка мурне тупса палăртнă пулнă. Ун чухне Пăва, Çӗпрел, Кайпăç, Апас районӗсенче хăрушсăрлăх енӗпе профилактика ӗçӗсене ирттернӗччӗ. Анчах Тутарстанра сыснасене çак чир ерни пӗрремӗш хут республикăн пачах урăх енче пулса иртрӗ. Нурлат районӗ Самар облаçӗпе чикӗллӗ. Хăрушлăхăн иккӗмӗш зонине Аксу, Алексеевски, Элкел, Çӗнӗ Шуçăм, Спасски, Çарăмсан, Чистай районӗсем кӗреççӗ. Карантин вăхăтӗнче çак районсем хуласенчи ярмаркăсенче сысна какайне, саллине, çурисене сутма тивӗç мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев