Сувар

г. Казань

Нурлат (Нурлатский)

Нурлат чӑвашне В.Путин тав тунӑ

( Майя Игнатьева).Чăвашсене ăçта вăй хурсан та, чи малтан тирпейлӗ тата тăрăшуллă ӗçченсем пек пӗлеççӗ. Нефть отраслӗнче те ӗçченлӗхпе палăраççӗ пирӗн ентешсем. Вӗсене тивӗçлипе хаклани питӗ савăнтарать. «РИТЭК» АОн «ТатРИТЭКнефть» ТППра нефтьпе газ кăларакан оператор пулса ӗçлекен Пухтел (Нурлат районӗ) чăвашӗ Николай Кашкаров та РФ Президенчӗн Владимир Путинăн Тавне тивӗçнине...

( Майя Игнатьева).Чăвашсене ăçта вăй хурсан та, чи малтан тирпейлӗ тата тăрăшуллă ӗçченсем пек пӗлеççӗ. Нефть отраслӗнче те ӗçченлӗхпе палăраççӗ пирӗн ентешсем. Вӗсене тивӗçлипе хаклани питӗ савăнтарать.

«РИТЭК» АОн «ТатРИТЭКнефть» ТППра нефтьпе газ кăларакан оператор пулса ӗçлекен Пухтел (Нурлат районӗ) чăвашӗ Николай Кашкаров та РФ Президенчӗн Владимир Путинăн Тавне тивӗçнине пӗлтерет «Туслăх» райхаçат сайчӗ.

Николай Семенович ӗçре чăн-чăн профессионал, ӗçтешӗсем хушшинче авторитет. Чи яваплă ӗçсене яланах Николай Семеновича шанаççӗ иккен. Кунсăр пуçне ентешӗмӗр телейлӗ çемье пуçӗ те, мăшăрӗпе пӗрле вӗсем ывăлпа хӗр ӳстерсе çитӗнтернӗ. Ывăлӗ те ашшӗн çулӗпех кайнă, нефть отраслӗнче ӗçлет.

Эпир Николай Семеновича Президент тавне тивӗçнӗ ятпа саламлатпăр! Малашне те хисепре пулма, пысăк çитӗнӳсем тума вăй-хал сунатпăр!

Сăнӳкерчӗк «Туслăх» райхаçат сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев