Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Нурлатсем чăваш центрӗн председательне çавнах хăварчӗç

ТР ЧНКА Канашӗн ларăвӗнче йышăннă тăрăх, кăçал апрелӗн 22-мӗшӗнче иртекен Тутарстанри Халăхсен III съездӗччен районсенчи чăваш центрӗсен хăйсен пухăвӗсене ирттермелле. Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ хăйӗн отчетпа суйлав Конференцине мартăн 4-мӗшӗнче ирттерчӗ. Пухăва чăваш ялӗсенчен 50 яхăн представитель пуçтарăннă. Пухăва ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗ Владимир Иванов, Нурлат муниципаллă район...

ТР ЧНКА Канашӗн ларăвӗнче йышăннă тăрăх, кăçал апрелӗн 22-мӗшӗнче иртекен Тутарстанри Халăхсен III съездӗччен районсенчи чăваш центрӗсен хăйсен пухăвӗсене ирттермелле. Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ хăйӗн отчетпа суйлав Конференцине мартăн 4-мӗшӗнче ирттерчӗ. Пухăва чăваш ялӗсенчен 50 яхăн представитель пуçтарăннă. Пухăва ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗ Владимир Иванов, Нурлат муниципаллă район администрацийӗнчен - Флера Нагуманова хутшăннă.
Районти чăваш центрӗн председателӗ Якурккел ялӗнчи шкулта чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса ӗçлекен Галина Терентьева доклад тунă. Ытти ыйтусен шутӗнче вăл районта чăвашла тухса тăракан «Туслăх» хаçата çырăнас ӗçе вăйлатасси пирки те каланă. Конференци Г.Терентьева ертсе пыракан Канаш ӗçне «тивӗçтерет» тесе йышăннă, малалшне те центр председателӗнче ăнах ӗçлеме сӗннӗ. Нурлат районӗнчи чăваш наципе культура центрӗн председателӗ пулса ӗçлес текенсем урăх тупăнман. Галина Терентьеван ӗçӗ район ертӳçисене те тивӗçтерет пулмалла. Пухăва хутшăнакансем тепӗр срока та ăнах суйланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев