Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Паян Нурлат районӗн пуçлăхӗ отставкăна кайнă

Путин кӗпӗрнаттăрсене улăштарас йăла суйлавсем умӗн чарăна пуçларӗ тесе шутлама тытăннăччӗ кăна, Дагестан Правительствине отставкăна яни çинчен хыпар тухрӗ. Пуçлăхсене улăштарасси Тутарстанри районсенче хӗрсе кăна пырать ахăр. Иртнӗ уйăхра Пестрецыпе Рыбнослободски районӗсен ертӳçисем улшăнчӗç, паян Нурлат районӗн пуçлăхӗ райканашран хăйне ӗçрен хăтарма ыйтнă. Анчах та Равиль Кузюровăн отставки çак вырăнта...

Путин кӗпӗрнаттăрсене улăштарас йăла суйлавсем умӗн чарăна пуçларӗ тесе шутлама тытăннăччӗ кăна, Дагестан Правительствине отставкăна яни çинчен хыпар тухрӗ. Пуçлăхсене улăштарасси Тутарстанри районсенче хӗрсе кăна пырать ахăр. Иртнӗ уйăхра Пестрецыпе Рыбнослободски районӗсен ертӳçисем улшăнчӗç, паян Нурлат районӗн пуçлăхӗ райканашран хăйне ӗçрен хăтарма ыйтнă. Анчах та Равиль Кузюровăн отставки çак вырăнта мӗнле-тӗр киревсӗр ӗç тунипе çыхăнман. Хăй сăмахӗсемпе Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ăна ТР Правительствинче ӗçлеме сӗннӗ. Артем Здунов кандидатурине Дагестан премьер-министрӗн вырăнне сӗннине шута илсен, пирӗн хамăр республикăри Министрсен Кабинетӗнче экономика ведомствин пуçлăхӗн вырăнӗ пушанма пултарнине сисетпӗр. Çавăнпа та çулсерен чăвашсемшӗн илемлӗ «Уяв» ирттерекен Равиль Афраимовичăн портфелӗ мӗн пысăкăш пулнине çеç кӗтесси юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев