Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Пирӗн сывлăх хамăр алăра

Сывлăха еплерех упрасси пирки - тунинчен ытларах калаçатпăр эпир. Çакăн патне пациентсем те тухтăрӗсем те хăнăхса çитнӗ темелле. Çапах та манмалла мар, хусканусем туни - мӗнле емелрен те ытларах усă парать. Çакăн валли хальхи вăхăтра районсенче те мӗн пур мел пур. Ăçта бассейн çук? е спортзала çӳреме май килмест-и? Йăлтах...

Сывлăха еплерех упрасси пирки - тунинчен ытларах калаçатпăр эпир. Çакăн патне пациентсем те тухтăрӗсем те хăнăхса çитнӗ темелле. Çапах та манмалла мар, хусканусем туни - мӗнле емелрен те ытларах усă парать. Çакăн валли хальхи вăхăтра районсенче те мӗн пур мел пур. Ăçта бассейн çук? е спортзала çӳреме май килмест-и? Йăлтах хамăртан килет. Ан ӳркен кăна.
Çапла 40 çула çитеспе эпӗ те хулари пӗр финесцентра çӳреме тытăнтăм. Мана унта кардитотренажерпа аппаланма кăмăла кайрӗ. Инструктор та хырăма чакарас тесен малтан çав хатӗрпе усă курма сӗнчӗ. Пульса виçекен хатӗăр пур, тренажерсем чаплă, вӗсемпе Универсиадăна хатӗрленекенсем тренировка иртнӗ иккен. Çапла кардиозала çӳреме пуçларăм. 20 минут эллипс, 20 минут чупу «сукмакӗ», унпа утса кăна «çӳреме» те пулать, хăвăртлăх режимне хăвах палăртатăн. Япăхса каяс мар тесен умра телевизорсем ӗçлеççӗ, наушникпа сассине е музыка итлеме пулать. Çан çурăма пиçӗхтернӗ хыççăн финн саунинче - типӗ мунчара - 10 минута яхăн ларатăп. Унтан - душа кайса килнӗ хыççăн - ман юратнă бассейн. Ывăниччен тăрă шывра ишме питӗ кăмăла каять. 25 метрлă бассейна пӗр вӗçӗнчен теприне чăмса иртекен пулса çитрӗм. Малтан юнашар «çулсем» çинче ишекенсемпе ăмăртмалла ишеттӗмччӗ, халӗ куçлăха тăхнатăп та хамăн 20 минута пӗр чарăнми «хăвалатăп». Çур çул та иртмерӗ - ирхине вырăн çинчен сиксе тăракан пултăм. Тренировкăран малтанхи пек ывăнса мар, канса таврзнатăп. Пурне те сӗнес килет физкультурăпа аппаланма.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев