Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Пӗкӗлмери марафонецсем Хусанта 42 çухрăма чупнă

Спорт энергийӗпе пӗтӗм Тутарстан хавхаланса хăват илет. Тӗрлӗрен турнирсем, эстафетăсем районсенче тăтăшах иртеççӗ. Хусанти ăмăртусене те районсенчен сахал мар хутшăнакан килет. Акă, тӗслӗхрен, Пӗкӗлмере пурăнакан Владимир Беловпа Ильяс Шайгарданов Хусан марафонӗнче чупнă кăçал. Районти спорткомитет ăсатман вӗсене кунта, спортсменсем хăйсен кăмăлӗпе килнӗ. Иккӗшӗ те 42 километрлă дистанцие вӗçне çити тухнă....

Спорт энергийӗпе пӗтӗм Тутарстан хавхаланса хăват илет. Тӗрлӗрен турнирсем, эстафетăсем районсенче тăтăшах иртеççӗ. Хусанти ăмăртусене те районсенчен сахал мар хутшăнакан килет. Акă, тӗслӗхрен, Пӗкӗлмере пурăнакан Владимир Беловпа Ильяс Шайгарданов Хусан марафонӗнче чупнă кăçал. Районти спорткомитет ăсатман вӗсене кунта, спортсменсем хăйсен кăмăлӗпе килнӗ. Иккӗшӗ те 42 километрлă дистанцие вӗçне çити тухнă.

Вӗсемшӗн çак марафонра Рустам Миннихановпа, Геннадий Онищенкопа, Вера Брежневăпа, Рио-де-Жанейрори Олимпиадăна хутшăнма хатӗрленекен çăмăлатлетсемпе пӗрле хутшăнма уйрăмах кăмăллă пулнă.

68 тултарнă Владимир Белов сăмхӗсемпе, марафон дистанцине вӗçне тухнăшăн панă медаль уншăн Олимп медалӗ пекех. Мӗншӗн тесен юлашки хут вăл марафона 26 çул каялла хутшăннă. Çӗнтерӳ тума çăмăлах пулман, çапах та, чăвашсем каларӗш: «Ӳркев ӳкерет, хастарлăх хăтарать».

ПЕНСИЕ ТУХСАН

- Хама хам тӗрӗслесе пăхас терӗм, - тет Владимир Стефанович. -Çынсем хăйсене: «Пенсие тухиччен ӗçлеп те... Пенсие тухиччен чăтасчӗ, вара тытăнап» тесе программăлаççӗ. Анчах нумай чухне тивӗçлӗ канăва тухсан чирлеме тытăнаççӗ. Эпӗ урăхла. Ӗлӗкех спортпа туслăччӗ. Пенсие тухсан хампа тата хытăрах ӗçлеме тытăнтăм. Çан-çурăма пиçӗхтересси тата ытти те. Пурнăçа илсен, кашни çул мӗнле те пулин пысăк ӗçе плана кӗртетӗп. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, çуртăн иккӗмӗш хутӗнче килти музей туса хутăм. Кăçал çак марафона хутшăнасси тӗп тӗллевреччӗ. Ăна çур çула яхăн хатӗрлентӗм. Малтан 100 метр чупсан хыпăнса ӳкрӗм. Кун пек юрамасть тесе пуçларăм пӗчӗккӗн хама-хам алла илме. Качакана вăрман хӗррине кăкарма каятăп та, каялла чупса таврăнатăп. Унтан хам пурăнакан Подлесный поселока аэроппорт урлă чупса таврăна пуçларăм. Вăхăт иртсен кун сиктерсе 22-шер километр чупакан пултăм. Çапла хатӗрленсе çитрӗм те ку марафона.

ДИСТАНЦИ ХĂРАТМАСТЬ

Владимирпа Ильяс пеккисем Хусана тата 9 пин çынна яхăн пуçтарăннă. СПИДпа крешекенсене тӗрев парса хăйсен вăйӗсене тӗрӗслесе пăхакансем ют çӗршывсенчен те, кӳршӗ республикăсенчен те килнӗ Тутарстанăн тӗп хулине. 42 километрлă марафонра чăваш хӗрарăмӗ, Шупашкарта пурăнакан Татьяна Арясова çӗнтерни уйрăмах савăнтарать. Халăхсем хушшинчи класслă спорт мастерӗ дистанцие 2 сехет те 18 минутра, 20 çеккунтра чупса тухнă.

Пӗкӗлме марафонецӗсен финиша çитнӗ вăхăчӗ икӗ хут ытларах пулсан та, вӗсем результатпа кăмăллă: «Спортра çитӗнӳ тăвассишӗн е йӗтес çурса чупма тухман вӗт, чи малтан хамăршăн çитӗнӳ тума».

ЧИРЕ ÇӖНТЕРСЕ

Ильяс Шайгарданов чӗрепе чирленӗ хыççăн çăмăл атлетикăпа интересленме тытăннă. Инçе дистанцисене чупасси уншăн хăйне евӗр çăлăнăç та пулса тăнă. Хусанти марафон хыççăн вăл чăваш тусӗпе пӗрле Питӗрти шурă каçсене халаллнă марафона хутшăнма ӗмӗтленет.

Инфаркт хыççăн, тухтăрсем инвалид ушкăнне кӗртнӗ хыççăн та вăл пуçне усман. Малтан Пӗкӗлмерен Сугышлыне (Газинур Гафиатуллин паттăр çуралнă ял) çити çурма марафонра вăйне виçсе пăхнă. Питӗ йывăр пулнă ăна çак çула иртме. Çапах чупакансем пӗр-пӗрне тӗрев пани, пулăшу аллине тăсни дистанцие вӗçне çити тухма вăй кӗртнӗ.

Çапла хăрушă чирпе кӗрешекенсене тӗрев парас тесе Хусанти чупăва тухнă çынсенчен хăшӗсем спортпа туслă пулса сывлăхӗсене тавăрнин тӗслӗхне курма пулчӗ.

КĂСĂК САМАНТСЕМ

- Хусанти марафонецсен старт пакетӗнче чиплă номер пур, - каласа парать Ильяс Шайгарданов хăй марафона хутшăнни пирки. - Вăл чупакан иртнӗ километрсене электронлă майпа шутласа пырать. Кăкăр çине çакмалли номерсем çине спортсменсен ячӗсене те çырнă, Уçăлтаракан çил те темех мар пек туйăнать. Малтан эсӗ ятарласа пушатнă Хусан урамӗсемпе кăсăкланса чупатăн. Машинăсем иртнӗ чухне çак илеме асăрхамастăн та иккен. Пирӗн тӗп хула калама çук хитре. Интереслӗ. Марафон вӗçне çитеспе вăйсем пӗтме тытăнаççӗ, алă-урасем йывăрланаççӗ, хăвăртлăх чакать, çилӗ те кансӗрлет. Çав вăхăтра çул хӗрринче чупнине курса тăракансем, волонтерсем сана ятран чӗнсе хавхалантарни тӗлӗнтерсе ярать, шухăша путатăн: ăçтан кусем пурте мана паллаççӗ? Чупа-чупа кăкăру çинчи номер айне сан ятна çырса хунине те манса каятăн çав.

ХИСЕП ХАКӖ

Çапах чи йывăрри, чупма чарăнас патне çитерекенни финиш умӗн пулса иртнӗ иккен. Марафон вӗçӗ стадиона çитсенех пулать тесе шутланă нумайăшӗ, вăйӗсене унта çитмелӗх картса хурса перекетленӗ. анчах та шала кӗрсен тата 2,5 километра яхăн чупмаллине пӗлсен питӗ куляннă. Пӗкӗлме спортсменӗсем те çавах. Юлашки километрсем - тӗрӗслев дистанцийӗ - чи йывăррисем.

- Чăн-чăн марафон 35-мӗш километр хыççăн тытăнать тесе ахальтен каламаççӗ иккен, - тет Ильяс. - Кашни каçалăк йывăрпа парăнать.

«Хисеп çаврăмӗ» халтан кайнă чупакансемшӗн тамăк нушаланăвне çаврăннă пулин те, этем йывăрлăхсене çӗнтерме çуралнă. Марафон тӗрӗслевӗ вăйсăр çынсем валли мар. Чăвашпа тутар арçыннисен кăкăрӗсем çинче ялтăртатакан медальсем вӗсем дистанцин вӗçне çитнине çирӗплетеççӗ.

ХАСТАРЛĂХ ХĂТАРАТЬ

Тепӗр кунне пӗтӗм шăм-шак ыратать пулин те ирхине физзарядкăран пуçламалла, хускаланма йывăр пулсан та. Унсăрăн формăна кӗресси вăраха тăсăлса каять. Дистанцие çăмăлрах иртес тесен экипировкăна та тимлӗх уйăрмалла: шорты, майка, кроссовки ятарлисем пулмалла. Ильяс хăйӗн пӗрремӗш марафонӗ хыççăн хăяккăн утса çӳренине халӗ те астăвать. Мӗншӗн тесен йӳнӗ кроссовки тăхăнса чупма тухнă пулнă, ури тупанӗсене ыраттарса пӗтернӗ. Халӗ опытлă чупакансем лайăх хатӗрленсе килнӗ.

42 километр кӗлетке виçине 3-4 килограма чакарать. Пӗкӗлмери марафонецсен шучӗпе ирхине чупни усăллăрах. Урамра сывлăш тасарах, машинăсем сахал, кансӗрлекен çук. Чупу çулӗ çине тăрас текен çамрăксене вӗсем васкамасăр, мухтанмасăр чупма сӗнеççӗ. Пурнăç хăех хăвăртлăха суйласа илме вӗрентет. Ан ӳркен кăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев