Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Пур пирӗн халăхра йăла-йӗрке

Пур пирӗн халăхра йăла-йӗрке - Инçе çула каятпăр-и тухса Е туссемпе кӗрекере ларатпăр, Куç пек тулли курка алла тытса «Пӗрле пурнар!» - тесе калатпăр. Хушать халь вăхăт Çӗн çула куçма - Раштав çутатрӗ ялтăр çăлтăрне. Васкатпăр çӗнӗ календарь уçма. Çырма пуçлатпăр çул кӗнекине. Çӗнӗлӗхе чӗреçӗм туртăнать. Малашлăха, умри çула курсассăн,...

Пур пирӗн халăхра йăла-йӗрке -
Инçе çула каятпăр-и тухса
Е туссемпе кӗрекере ларатпăр,
Куç пек тулли курка алла тытса
«Пӗрле пурнар!» - тесе калатпăр.
Хушать халь вăхăт Çӗн çула куçма -
Раштав çутатрӗ ялтăр çăлтăрне.
Васкатпăр çӗнӗ календарь уçма.
Çырма пуçлатпăр çул кӗнекине.
Çӗнӗлӗхе чӗреçӗм туртăнать.
Малашлăха, умри çула курсассăн,
Тӗллев пире çул кăтартса пырать.
Утасчӗ ун патне хавассăн.
Мала ӗмӗтленекен, хастарлă пул!
Çӗн вăй-хăват чун-чӗрере çуралтăр.
Кашни этемӗн хăйӗнле кун-çул -
Кашни çынна хăй çăлтăрӗ çутаттăр.
Тăван çӗршывăн ыр ытамӗнче
Ачалăх ирттӗр чăннипех хӗвеллӗ.
Килӗштерсе пурнар çемьесенче.
Ватлăхра та пултăр çын телейлӗ.
Иртни, хальхи тăрать куç умӗнче,
Юрлать, ташлать, ак, Çӗнӗ çул уявӗ.
Тăван çӗршыв сыв пултăр çӗр çинче,
Çӳлте ун пултăр ӗçӗпе мухтавӗ.
Çӗкленнӗ кăмăлпа хисеп туса,
Ыр сывлăх пӗр-пӗрне сунатпăр.
Асамлă иçӗм эрехне уçса,
Куç пек тулли курка алла тытса
«Пӗрле пурнар!» - тесе калатпăр,
Чунран пурне те саламлатпăр.
Салам сана, сăваплă Çӗнӗ çул!
Эс пирӗн халăхшăн телейлӗх çулӗ пул.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев