Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Тивӗçлӗ тӗслӗх

Нурлат районӗпе Нурлат хулин пуçлăхӗ Равиль Кузюров нурлатсем Анатолий Самаренкина хисепленине тата тав тунине çирӗплетсе хулари 9-мӗш номерлӗ шкулта вӗренекенсемпе тӗлпулу йӗркелерӗ. Анатолий Самаренкин пирӗн район аталанăвне пысăк тӳпе кӗртет. Иртнӗ ӗмӗрти 70-мӗш çулсен вӗçӗнчех вăл Синдряков ячӗллӗ «Восход», «Правда» колхозсене çулсем тума, Кивӗ Чаллăри участок больницин территорине тирпей-илем кӗртме,...

Нурлат районӗпе Нурлат хулин пуçлăхӗ Равиль Кузюров нурлатсем Анатолий Самаренкина хисепленине тата тав тунине çирӗплетсе хулари 9-мӗш номерлӗ шкулта вӗренекенсемпе тӗлпулу йӗркелерӗ.

Анатолий Самаренкин пирӗн район аталанăвне пысăк тӳпе кӗртет. Иртнӗ ӗмӗрти 70-мӗш çулсен вӗçӗнчех вăл Синдряков ячӗллӗ «Восход», «Правда» колхозсене çулсем тума, Кивӗ Чаллăри участок больницин территорине тирпей-илем кӗртме, Нурлатри элеватор йӗри-тавра тимӗр-бетон карта тытма пулăшнă. 1985 çулта Анатолий Самаренкин мелиораци министрӗнче ӗçленӗ чух Пухтелӗнчи пӗве пӗвелес ӗçе хутшăннă, каярах районти хирсене шăвармалли хатӗрсемпе тивӗçтернӗ. Вăл ертсе пынипе пурнăçланă ӗçсем сахал мар. Анатолий Константинович пурне те пулăшма тăрăшать.
Ыркăмăллăх енӗпе те сахал мар проекта пурнăçа кӗртнӗ вăл. Темиçе çул каярах унăн çемйи Чистовка поселокӗнче çуралса ӳснисен тӗлпулăвне йӗркелесе ирттерчӗ, сăмах май, халь çак поселок çук ӗнтӗ. Самаренкинсем пулăшнипех нумаях пулмасть Пухтелӗнче сăваплă вырăна çӗнӗрен хута ячӗç - часавай уçрӗç. Анатолий Самаренкин çулсерен чăвашсен наципе культурин праçникне - Уява ирттерме пулăшать. Хулари 9-мӗш номерлӗ шкула та тимлӗхсӗр хăвармасть. Вӗренӳ çурчӗ çак пултаруллă, ырă çыннăн ячӗпе хисепленекен урамра вырнаçнă.
Район пуçлăхӗ Равиль Кузюров Анатолий Константинович тӗслӗхе тивӗçлӗ çын тесе палăртрӗ. Шкулта вӗренекенсене Анатолий Самаренкинăн пурнăçӗпе тата çитӗнӗвӗсемпе кинохроника кадрӗсем кăтарт­са паллаштарчӗç. Вăл хăй те интереслине чылай каласа пачӗ: «Байконур» тата «КамАЗ» стройкисем çинчен ачасем тимлӗн итлесе ларчӗç. Çаплах вӗренекенсемпе вӗрентекенсен ый­тăвӗсем çине те кăмăлпах хуравларӗ, ăна çапла хисеп­ленӗшӗн, ăшшăн йышăннăшăн тав турӗ. «Хăвăра воспитани панă шкул çинчен ан манăр», - терӗ вăл тӗлпулу вӗçленнӗ май.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев