Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Якаелсем те трактор пуçтараççӗ

«Сувар» хаçатра Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчи çамрăк хăй тӗллӗн машина пуçтарнине вуланă хыççăн Нурлат районӗнчи якаелсем те хăйсен техникине кăтартас терӗç. Хăй тӗллӗн вӗреннӗ ăстасемпе октябрӗн 29-мӗшӗнче тӗлпултăмăр. Константин Ермошкин проектласа урапа çине тăратнă трактор тӗрлӗ агрегатсен пайӗсенчен тăрать: «УАЗ» маховикӗ, ГАЗ-53-н сцепленийӗн корзини, ГАЗ-52-н передачăсен коробки, кустăрмисем - халăхра «Шап-шап»...

«Сувар» хаçатра Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчи çамрăк хăй тӗллӗн машина пуçтарнине вуланă хыççăн Нурлат районӗнчи якаелсем те хăйсен техникине кăтартас терӗç. Хăй тӗллӗн вӗреннӗ ăстасемпе октябрӗн 29-мӗшӗнче тӗлпултăмăр.
Константин Ермошкин проектласа урапа çине тăратнă трактор тӗрлӗ агрегатсен пайӗсенчен тăрать: «УАЗ» маховикӗ, ГАЗ-53-н сцепленийӗн корзини, ГАЗ-52-н передачăсен коробки, кустăрмисем - халăхра «Шап-шап» тесе калакан Т-25 тракторăн. Тата çак икӗ мостлă, конструкцие «Жигули» радиаторӗ, шаровыйсем те унăнах, ВАЗ 2109 гранатисем, «КамАЗăн» запаскине тытса тăракан гидроцилиндртан ГУР туса хунă.
Моторӗ хăйне евӗрлӗ, эпир ун пеккине хамăр таркторсем çинче курман. Катерсем çинчи рацин дизель-генераторӗ иккен. Икӗ цилиндрлă кăна пулсан та, унра 11 лаша вăйӗ, ярăнма та, ӗçлеме те çитет.
Шкулта 11 клас кăна пӗтернӗ Константин Ермошкин тӗлӗнмелле «тарктора» пӗр чертежсăр пуçтарать, ăна шăллӗ Денис пулăшать. Болгаркăпа сварка конструкцире улшăнусем кӗртме хăвăрт пулăшаççӗ. «Раздаткăна лартса çыхăнтарсан, кабинăна та пуçтарма пулать, - тет тӗлӗнтермӗш-тарктора тăвакан.- Çитес çул, тен, хута та ярăпăр».

Çак проектăн наука консультанчӗ - хирӗççинче пурăнакан Владимир Сандимиров. Унăн хăйӗн те кил картинче тӗрлӗ техника пур, çав шутра çамрăкла пуçтарнă «драндулет» та. Вăл çулла Ермошкинсен дизель моторне тапратма пулăшнă.

Лавкара сутăнакан техника ытла хаклă пулнăран çынсем, камăн алли пырать, хăйсем тӗллӗн моторлă агрегатсем пуçтарса хута яраççӗ. Якаелӗнче хальхи вăхăтра «Окаран» трактор тăваканни те пур теççӗ.

Çакнашкал агротехника тăвакансем тата та пур пулсан, редакцине пӗлтерӗр, вулакасене сирӗн тракторăрпа та паллашарăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев